Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй

Кӗр кӗрлерӗ Сабантуй

Ҫулсерен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем вӗҫленсен Урмаел ялӗнче шавлӑн Сабантуй уявӗ ирттереҫҫӗ. Кӑҫал та вӑл питӗ хаваслӑ та асра юлмалла иртрӗ.

Уява хаклӑ хӑнасем — Комсомольски округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, Тутарстан Республикин ҫӗр тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗ Ф.А.Аглиуллин, Хайпӑҫ муниципаллӑ район пуҫлӑхӗ А.И.Рахматуллин, ЧР физкультурӑпа спорт министрӗн ҫумӗ А.В.Степанов, ЧР проект ӗҫӗпе патшалӑх программисен управленийӗн начальникӗ Д.В.Бельцов, ЧР экономика аталанӑвӗн тата пурлӑх хутшӑнӑвӗсен министрӗн ҫумӗ С.П.Федоров, Комсомольски округӗн депутатсен Пухӑвӗн председателӗ С.Н.Грачева  хутшӑнчӗҫ.

Пуҫтарӑннисене саламлама чи малтанах округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин сӑмах илчӗ.  «Мӗн авалтан Сабантуй пур национальноҫ, пур тӗн ҫыннисене пӗрлештерет. Вӑл халӑхсен туслӑхне, пӗр-пӗрне хисепленине, культурӑсем пӗр-пӗринпе хутшӑннине кӑтартса парать. Паян тӗрлӗ национальноҫ ҫыннисем пирӗн округӑн, республикӑн тӗрлӗ кӗтесӗнчен уяв савӑнӑҫне пайлама пуҫтарӑнчӗҫ. Пирӗн округӑн ҫак ырӑ йӑли малашне те упранса юлтӑр. Ҫакӑн пек уявсене пула пирӗн ялсем илемленеҫҫӗ, хӑтлӑланаҫҫӗ. Ҫынсем пысӑк, чаплӑ уяв ирттерес тесе пӗрле пуҫтарӑнаҫҫӗ», — палӑртрӗ Николай Никандрович.

Хисеплӗ хӑнасем пурне те уявпа саламларӗҫ, малашне те ҫакӑн пек уявсене пӗрле пуҫтарӑнса савӑнма, ӗҫре те, юрӑ-ташӑра та пултаруллӑ пулма сунчӗҫ.

Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, Сабантуйра ялсенчи чи маттур ӗҫченсене чысларӗҫ, тӑрӑшса ӗҫленӗшӗн парнесем парса савӑнтарчӗҫ. Артистсем хӑйсен юрри-ташшипе хаваслӑх кӗртрӗҫ.

Пуҫтарӑннисем хӑйсен вӑйне тата пултарулӑхне тӗрлӗ конкурссенче тӗрӗслерӗҫ, тутар халӑх вӑййисене вылярӗҫ, кӗрешрӗҫ. Ача-пӑча карусельсемпе ярӑнчӗ, вылярӗ, тутлӑ ҫимӗҫсемпе сӑйланчӗ. Уяв пурне те савӑк кӑмӑл парнелерӗ.

Дина АБУЛХАНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *