Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ

Библиотекарьсем уявра савӑнчӗҫ

Ҫулсерен май уйӑхӗн вӗҫӗнче эпир библиотекарьсен кунне уявлатпӑр. Паянхи библиотекарьсем — анлӑ тавракурӑмлӑ, ҫӗнӗлӗхсемпе тан утакан, пур ҫӗрте те малта пыракан ҫынсем. Вӗсем пыракана кирлӗ кӗнекене тупса панипе ҫеҫ ҫырлахмаҫҫӗ, информаци сечӗсемпе ӗҫлеҫҫӗ, вебсайтсем тӑваҫҫӗ, тӗрлӗ ӳсӗмри ҫынсем валли мероприятисем хатӗрлесе ирттереҫҫӗ, округра иртекен уявсенче хӑйсен пултарулӑхӗпе савӑнтараҫҫӗ.

Майӑн 27-мӗшӗнче Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра ҫак уява халалласа мероприяти иртрӗ. Унта ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов, Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин, округ администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Дарья Грибова, библиотекарьсем, шкул ачисем тата ыттисем те хутшӑнчӗҫ.

Кӑҫал Экологи культурин тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ пулнӑ май библиотекарьсем уява тӗлӗнмелле акципе уҫрӗҫ. Вӗсем кивӗ хутсенчен, хутаҫсенчен, канфет хучӗсенчен, чипс пакечӗсенчен, фольгаран, пластмасс кӗленчесенчен тата ытти кил таврашӗнче йӑваланса выртакан хатӗрсенчен хӑйнеевӗр тумсем хатӗрленӗ. Пӗри тепринчен илемлӗрех! Вӗсене куракансене кӑтартса парса ҫӳп-ҫапа пӑрахас япаласемпе тепӗр хут та усӑ курма пулни ҫинчен аса илтерчӗҫ.

ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Петр Краснов библиотека юсав хыҫҫӑн питӗ илемленнине, ҫӗнӗ литературӑпа пуянланнине палӑртрӗ, библиотека паянхи кун ҫынсене хӑй патне илӗртекен, тӗрлӗ енлӗн аталанма пулӑшакан центр пулни ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех вӑл библиотекӑн фондне тата та пуянрах тума кӗнекесем парнелерӗ.

Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин библиотекарь ӗҫӗ тӗрлӗ енлӗ пулнине палӑртрӗ, библиотекарьсене вӗсен ырми-канми ӗҫӗшӗн тав турӗ, кӗнекесем парнелерӗ.

Пуҫтарӑннисем библиотекарьсене саламласа нумай ӑшӑ сӑмахсем каларӗҫ, ырлӑх-сывлӑхпа пурӑнма, ӗҫре ҫитӗнӳсем тума сунчӗҫ. Элпуҫ ял библиотекин библиотекарьне Наталия Павловӑна Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн Хисеп грамотипе наградӑларӗҫ. Рушания Зинатуллинана, Гульнара Зариповӑна, Геннадий Петрова библиотекӑпа тачӑ ҫыхӑну тытнӑшӑн Тав хучӗсем парса чысларӗҫ.  Округ администрацийӗн культура секторӗн Хисеп грамотине Шурут ял библиотекин библиотекарӗ Ирина Шмелева, Хырхӗрри ял библиотекин библиотекарӗ Марина Коновалова тивӗҫрӗҫ.

Ҫавӑн пекех активлӑ, пур енӗпе те малта пыракан библиотекарьсене централизациленӗ библиотека тытӑмӗн директорӗ Инна Ядрова Хисеп грамотисем парса чысларӗ, малашне те ӑнӑҫлӑн ӗҫлеме, ҫитӗнӳсемпе савӑнтарма сунчӗ.

Уява библиотека ӗҫӗн ветеранӗсене те йыхравланӑ. Валентина Мартынова ҫамрӑк библиотекарьсене профессире малтан-мала утма, ҫӗнӗлӗхсемпе ӗлкӗрсе пыма пиллерӗ,   пурне те ырлӑх-сывлӑх сунчӗ.

Ҫавӑн пекех мероприяти вӑхӑтӗнче округра иртнӗ «Стихов весенняя мелодия» конкурса та пӗтӗмлетрӗҫ, унта мала тухнӑ видеороликсене кӑтартса ҫӗнтерӳҫӗсене чысларӗҫ.

Хӑйсен професси уявӗ тӗлне библиотекарьсем хӑйнеевӗр   кӗнеке выставкисем те йӗркеленӗ. Пуҫтарӑннисем вӗсемпе кӑсӑклансах паллашрӗҫ.

Вера ГОРБУНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *