Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Ака ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Ҫурхи кун ҫулталӑк тӑрантарать тенине асра тытса округри ял хуҫалӑх предприятийӗсем кашни кунпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ. Уйсенче тракторсен шавӗ пӗр самантлӑха та шӑпланмасть.

Майӑн 27-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем пурӗ 9430 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акнӑ, ҫав шутра 3411 гектар тулӑ, 4537 гектар урпа, 1134 гектар сӗлӗ, 348 гектар пӑрҫа йышши культурӑсем. Ку вӑл планпа палӑртнин 84,5 проценчӗпе танлашать.

Ҫавӑн пекех 1057 гектар рапс, 249 гектар горчица, 340 гектар хӗвелҫаврӑнӑш, 903 гектар куккурус, 20 гектар нимӗҫ пӑрҫи акнӑ. Ҫӗрулми анисенче те ӗҫ вӗрет. Хальлӗхе 390 гектар ҫинче ӑна лартнӑ, ҫав шутра «Комсомольские овощи» агрофирма — 110 гектар, «Слава картофелю» агрофирма — 100 гектар, «Рассвет» ЯХПК — 80 гектар, «Дружба» ЯХПК — 50 гектар, Самаринӑн фермер хуҫалӑхӗ — 50 гектар.

Минзаит ЗАЙНУЛЛИН,
округӑн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑваканӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *