Суббота, 28 сентября

Ҫар вӑййисем вӗҫленеҫҫӗ

Ҫар вӑййисем вӗҫленеҫҫӗ

Комсомольскинчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче ҫамрӑк армеецсен «Зарница» тата «Орленок» ҫарпа спорт ӑмӑртӑвӗсем пынӑ. Вӗсем майӑн 13-мӗшӗнче пуҫланнӑ, паян вӗҫленеҫҫӗ.

Вӑйӑсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ май округ пуҫлӑхӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан А.Г.Кузьмин, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар ӗҫ комиссарӗ С.Ю.Данилов, запасри одполковник А.В.Наймушин ҫамрӑк армеецсене конкурссемпе ӑмӑртусенче ӑнӑҫу суннӑ.

Шкул ачисем спорт тупӑшӑвӗсенче, ҫарпа ҫыхӑннӑ ӑмӑртусемпе конкурссенче ӑсталӑха кӑтартнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗсемпе  хаҫатӑн ҫитес номерӗсенче паллаштарӑпӑр.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *