Пурне те хаваслӑх парнелерӗ

Пурне те хаваслӑх парнелерӗ

Комсомольскинчи тӗп библиотекӑра Пӗтӗм тӗнчери Ҫемье кунне халалланӑ мероприяти «Пирӗн пата пӗтӗм ҫемйӗрпе килӗр» ятпа иртрӗ. Ку ахальтен марӗ Вулавӑша ашшӗ-амӑшӗ те, ачасем те ҫӳреҫҫӗ. Кӗнекесем  вӗсене пӗлӗвӗпе тавракурӑмне ӳстерме пулӑшнипе  пӗрлех кӑмӑл-сипет енчен те пуянлатаҫҫӗ.

Кӑҫалхи мероприятие Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи Тихоновсем, Йӑлмахвари  Такмаковсем, Хирти Выҫлинчи Громовсем, Урмаелӗнчи Чумаровсем, Комсомольскинчи Пермяковсем, Можаевсем, Ялюковсем хутшӑнчӗҫ. Пуҫтарӑннисене округ пуҫлӑхӗн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсем енӗпе ӗҫлекен ҫумӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан Фарад Зейнетдинов, Чӑваш Республикин ачасен прависен уполномоченнӑйӗ, Чӑваш Енти хӗрарӑмсен союзӗн председателӗн ҫумӗ Алевтина Федорова саламларӗҫӗ Ҫемье пур енӗпе те пысӑк пуянлӑх пулса тӑнине палӑртрӗҫ.

Кашни ҫемье хӑй тӗнче. Мероприятие хутшӑнакан ҫемьесем хӑйсем ҫинчен каласа пачӗҫ, пурнӑҫри интереслӗ  самантсене аса илчӗҫ, пушӑ вӑхӑчӗсене мӗнле ирттернипе паллаштарчӗҫ. Ачасем тата ашшӗ-амӑшӗ валли йӗркеленӗ «Артисты», «Мой дом», «Устами младенца», «Угадай песню» конкурссенче тупӑшрӗҫ. «Колосок» ача садне ҫӳрекенсем хӑйсен юрри-ташшисемпе, сӑввисемпе уява татах та илемлетрӗҫ, савӑнӑҫлӑ кӑмӑл кӗртрӗҫ.

Алевтина Федорова округри пултаруллӑ хӗрарӑмсене Тав ҫырӑвӗсем, хӗрарӑмсен союзӗн вырӑнти уйрӑмӗн председателӗ Инна Ядрова округри «Самая читающая семья» тата «Семья в образе литературного героя» конкурссен ҫӗнтерӳҫисене Хисеп грамотисем парса чысларӗҫ.

Мероприяти хаваслӑ та интереслӗ иртрӗ, пурин кӑмӑлне те хавхалану кӳчӗ.

Вера ГОРБКНОВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *