Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ

Вӗсен ӗҫӗ яваплӑ та пархатарлӑ

2021 ҫултан пуҫласа Раҫҫей правительствин йышӑнӑвӗпе пирӗн ҫӗршывра майӑн 19-мӗшӗнче Фармацевт кунӗ тесе палӑртнӑ. Ку професси ячӗ грек чӗлхинчи «фармакон», «эмел» сӑмахран пуҫланса кайнӑ. Апла пулсан, фармацевтсем эмелҫӗсем, эмел хатӗрлекенсем е сутакансем тени пулать. Вӗсене эпир аптека ӗҫченӗсем тесе калама хӑнӑхнӑ. Паянхи кун округра тӗрлӗ тытӑма кӗрекен аптекӑсем темиҫе те. Вӗсенчен чи «ватти» — ЧР сывлӑх сыхлавӗн министерствин «Фармация» патшалӑх унитарлӑ  предприятийӗн «Комсомольскинчи 41-мӗш аптека» филиалӗ. Унӑн ӗҫченӗсем нумай ҫул пирӗн тӑрӑхри халӑха эмелсемпе тата медицинӑпа ҫыхӑннӑ сиплев хатӗр-хӗтӗрӗпе тивӗҫтерсе тӑраҫҫӗ. Профессиллӗ уяв кунӗ умӗн ертӳҫипе А.Н.Ильинапа курса калаҫрӑм. Алевтина Николаевна аптека тытӑмӗнче 2000 ҫултанпа тӑрӑшать. 24 ҫул хушшинче ун кунта тӗрлӗ ӗҫ пурнӑҫлама тивнӗ. Вӗреннӗ вӑхӑтра практикӑра та ҫакӑнтах пулнӑ. Эмел курӑкӗсем  пуҫтарма улӑх-ҫарансене, ҫырма-ҫатрасене ҫӳренине аса илет. Малтанхи ҫулсенче кунти аптекӑрах эмелсем те хатӗрленӗ, вӑл ку ӗҫе те хутшӑннӑ. Халӗ вара тӗрлӗ маҫсемпе микстурӑсене урӑх ҫӗрте хатӗрлесе илсе килеҫҫӗ.

Коллективра 22 ҫын тӑрӑшать. Аптекӑсем Ҫӗнӗ Мӑрат, Шурут, Аслӑ Чурачӑк, Урмаел, Аслӑ Ҫӗрпӳел ялӗсенче, Комсомольскинче Ленин урамӗнче, тӗп больницӑра тата «Кӗтне» кафе ҫумӗнче вырнаҫнӑ. Тӗп аптека канмалли кунсенче те ӗҫлетӗ Ялсенчи пунктсем те шӑматкун 15 сехетчен уҫӑ пулаҫҫӗ.

Округри аптека системинче пултаруллӑ ӗҫченсем тӑрӑшаҫҫӗ. З.С.Чернова директор ҫумӗ те, ҫӑмӑллӑхсемпе паракан эмелсемпе ӗҫлекен З.В.Султанова та  ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ. Вӗсем фармацевтсен ӗҫӗсене йӗркелесе пынипе пӗрлех аптекӑна килекенсен ыйтӑвӗсене вӑхӑтра тивӗҫтерес тесе те тӑрӑшаҫҫӗ.

И.В.Павлова, Г.П.Кириллова, А.А.Еремеева — аслӑ категориллӗ специалистсем. Вӗсем Ҫӗнӗ Мӑрат, Урмаел, Аслӑ Чурачӑк аптекисенче вӑй хураҫҫӗ, ял ҫыннисене кирлӗ медикаментсемпе туллин тивӗҫтерме тӑрӑшаҫҫӗ. О.И.Васильевӑпа И.А.Козлова вара аптека тытӑмӗнче чылайранпа ӗҫлеҫҫӗ. Эмел туянма килекенсемпе ӑшшӑн калаҫаҫҫӗ, вӗсене вӑл е ку медикаментсем пирки ӑнлантарса пама та ӳркенмеҫҫӗ.

О.Е.Потапова, Д.Р.Минсафинова, И.Н.Низаметдинова — ҫамрӑк кадрсем. Вӗсем ятарлӑ вӗренӳ учрежденийӗсене пӗтернӗ хыҫҫӑн уйрӑм ҫынсен аптекисенче мар, патшалӑх учрежденийӗнче ӗҫлеме кӑмӑл тунӑ. Ҫамрӑксем аслисенчен вӗренсе пыраҫҫӗ, опытне ӳстерме тӑрӑшаҫҫӗ.

Аптекӑри тасалӑхпа тирпейлӗхшӗн Н.А.Дряблова, С.В.Тимофеева, Ю.М.Гаврилова яваплӑ. Хӑйсен ӗҫне яланах пахалӑхлӑ пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Аптека юридици сӑпачӗллӗ учреждени пулнӑ май унти финанс ыйтӑвӗсене йӗркелесе, шута илсе пыракан та кирлӗ. Ку ӗҫе нумай ҫул ӗнтӗ В.Г.Сандалова ӑнӑҫлӑ пурнӑҫласа пырать. А.О.Алексеевапа Л.В.Афанасьева менеджерсем те ӗҫре лайӑх енӗпе ҫеҫ палӑрса тӑраҫҫӗ. Вӗсем халӑха кирлӗ эмелсем вӑхӑтра суту-илӳ точкисене тухчӗр тесе ҫине тӑраҫҫӗ.

Коллективра тӗпрен илсен хӗрарӑмсем ӗҫлеҫҫӗ. В.И.Антонов водитель ялсенчи аптекӑсене вӑхӑтра  медикаментсем ҫитчӗр тесе тӑрӑшать.

Аптекӑсене кӗрсен куратпӑр ӗнтӗ, унти витрина ҫинче ҫӗршер тӗрлӗ медикамент. Фармацевтӑн вӗсен ячӗсене пӗлнипе пӗрлех, мӗнле чиртен усӑ курмаллине те пуҫра тытмалла. Эмел туянакана кирлӗ сӗнӳсем пама та пӗлмелле. 41-мӗш аптекӑра ӗҫлекенсем  кирлӗ пулсан канашсемпе сӗнӳсем пама та ӳркенсе тӑмаҫҫӗ. Кунта тӗрлӗ йышши косметика хатӗрӗсемпе те, чиртен сипленнӗ чухне усӑ курма кирлӗ ятарлӑ хатӗр-хӗтӗрпе те суту тӑваҫҫӗ. Вӑл е ку эмел ҫук пулсан, заказ парсан пӗр-икӗ кун хушшинчех илсе килеҫҫӗ. Кунтах куҫлӑхсем те туянма май пур.

Пӗр сӑмахпа каласан, 41-мӗш аптекӑра тӑрӑшакансем округра пурӑнакансен ыйтӑвӗсене тивӗҫтерес тесе ҫине тӑрса ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсене профессиллӗ уяв ячӗпе саламласа малашне те яваплӑ та кӑткӑс ӗҫӗнче ӑнӑҫусем сунатпӑр.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *