Ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ.

Майӑн 16-мӗшӗ тӗлне пурӗ 6661 гектар пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши культурӑсем акнӑ. Вӑл шутран — 2874 гектар ҫурхи тулӑ, 3098 гектар урпа, 525 гектар сӗлӗ, 164 гектар пӑрҫа йышши культурӑсем. Ҫавӑн пекех 350 гектар рапс, 797 гектар горчица, 75 гектар хӗвелҫаврӑнӑшӗ, 575 гектар пӗр ҫул, 31 гектар нумай ҫул  ӳсекен курӑксем, 20 гектар кишӗр, 90 гектар куккурус акнӑ.

Пурӗ 9295 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ, 7352 гектар культиваци тунӑ. Хуҫалӑхсем кашни уяр кунпа усӑ курса ака-суха ӗҫӗсене пахалӑхлӑ ирттерсе ярассишӗн тӑрӑшаҫҫӗ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *