Майӑн 15-мӗшӗнче республикӑра, ҫавӑн пекех пирӗн округра та Пӗрлехи информаци кунӗ иртнӗ. Унта виҫӗ тӗп ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Муниципаллӑ округӑн администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче пуҫтарӑннисем Чӑваш Республикинче ҫуллахи каникул тапхӑрӗнче ачасемпе ҫамрӑксен канӑвне йӗркелес, халӑха социаллӑ пулӑшу парас, ӗҫ тӑвакан влаҫӑн тата вырӑнти хӑйтытӑмлӑх органӗсен ҫурхи ака-суха ӗҫӗсене йӗркелесе ирттерсе ярассинчи вырӑнӗ пирки ыйтусем пӑхса тухнӑ.
Информаци кунне округ пуҫлӑхӗн ӗҫне вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан А.Г.Кузьмин уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Округра ачасен ҫуллахи канӑвне йӗркелес, вӗсен пушӑ вӑхӑтне усӑллӑ ирттерес, сывлӑхне ҫирӗплетме майсем туса парас енӗпе мӗнле ӗҫсем палӑртни пирки округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ, вӗрентӳ пайӗн начальникӗ Н.А.Комиссарова каласа панӑ. Округра пурӑнакансене тивӗҫекен тӗрлӗ енлӗ пулӑшусем ҫинче халӑха социаллӑ пулӑшу паракан центр директорӗ И.Н.Долгова чарӑнса тӑнӑ. Амӑш капиталӗ, ашшӗ-амӑшне, ҫар службинче тӑракансен ҫемйисене паракан пособисем, тӳлевсем пирки РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникӗ Н.В.Юманова ӑнлантарса панӑ. Округра ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем мӗнле пынипе ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайӗн начальникӗн ӗҫӗсене тӑвакан Ф.Ф.Зейнетдинов паллаштарнӑ. Тухса калаҫакансен сӑмахӗсене пӗтӗмлетсе ЧР физкультурӑпа спорт министрӗ В.В.Петров хӑй шухӑшӗсене палӑртнӑ, ҫав енсемпе республика шайӗнчи мерӑсем ҫинче чарӑнса тӑнӑ. Шупашкарти футбол вӑййине юратакансен лигинче ӑмӑртса иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи «Исток» командӑна саламланӑ, дипломсемпе кубок панӑ.
Малалла министр «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗнче округри пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенчи физкультура учителӗсемпе тӗл пулнӑ. Унта ҫӗршыв Президенчӗн пуҫарӑвӗпе йӗркеленӗ «Спорт — пурнӑҫ йӗрки» федераллӑ проекта пурнӑҫлас тӗлӗшпе туса ирттермелли ӗҫсем пирки калаҫнӑ.
В.В.Петров, Н.А.Комиссарова, округ администрацийӗн культура секторӗн заведующийӗ Д.Н.Грибова, Аслӑ Ҫӗрпӳел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Т.Орешкин Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи культура ҫуртӗнче юсав ӗҫӗсем мӗнле пынипе паллашнӑ. «Культура» наци проекчӗпе пурнӑҫланакан объектри ӗҫсене «Импульс» ООО директорӗ Д.Н.Афанасьев кӑтартса ҫӳренӗ.
Информаци кунне хутшӑнакансем халӑхпа тӗл пулнӑ, вӗсене интереслентерекен ыйтусем ҫине хуравланӑ.
(Хамӑр инф.).