Четверг, 19 сентября

Ҫӗнтерӳ кунне анлӑн паллӑ тунӑ

Ҫӗнтерӳ кунне анлӑн паллӑ тунӑ

1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа кӑҫал 79 ҫул ҫитрӗ. Ӑна яланхи пекех Раҫҫей халӑхӗ анлӑн паллӑ турӗ. Ҫулсем иртсен те Майӑн 9-мӗшӗ пирӗн ҫӗршывра пысӑк та пӗлтерӗшлӗ уяв пулса тӑрать. Мӗншӗн тесен вӑл ҫулсенчи вӑрҫӑ ахрӑмӗ ҫӗршыври кашни ҫемьене пырса тивнӗ, йывӑрлӑхпа хурлӑх илсе килнӗ. Пурте пӗрле фронтра юн тӑкса, тылра тар кӑларса ӗҫлесе Ҫӗнтерӗве туптанӑ.  Вӑрҫӑ асапне хӑйсен куҫӗсемпе курнисем ҫулсерен сахалланса пыраҫҫӗ. Пирӗн округра, акӑ, вӑрҫӑ ветеранӗсемпе участникӗсем юлмарӗҫ. Тылра ӗҫленисем те нумайӑнах мар. Вӗсене территори уйрӑмӗсен администрацийӗсенче ӗҫлекенсем Ҫӗнтерӳ уявӗпе саламланӑ, Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗн Олег Николаевӑн саламне илсе ҫитернӗ. Вӑрҫӑ ачисем те салам сӑмахӗсемсӗр юлман.

Ҫӗнтерӳ уявӗ умӗн Аслӑ   Отечественнӑй вӑрҫа хутшӑннисене тата ҫапӑҫу хирӗсенче пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ палӑксене тирпей-илем кӗртнӗ. Округри вӗрентекенсемпе вӗренекенсем, культура ӗҫченӗсем, волонтерсем, обществӑлла организацисем Пӗтӗм Раҫҫейри  «Письмо  солдату», «Окно Победы», «Стена памяти», «Георгиевская лента», «Свеча памяти», «Вилӗмсӗр полк», «Красная гвоздика» тата ытти акцисене  хастар хутшӑннӑ. Шкулсемпе ача сачӗсенче, культура ҫурчӗсемпе клубсенче, библиотекӑсенче Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ тематикипе тӗрлӗ мероприятисем ирттернӗ, стендсемпе выставкӑсем йӗркеленӗ.

Ҫӗнтерӳ кунне халалласа кашни территори уйрӑмӗсенчех торжествӑлла митингсем пулнӑ. Унта вырӑнти влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсемпе пӗрлех предприяти-организаци ертӳҫисем, тыл ӗҫченӗсем, ветерансен обществӑлла организацийӗсен представителӗсем, ятарлӑ ҫар операцийӗнче пуҫ хунисен ҫемье членӗсем хутшӑннӑ. Вӗсем совет халӑхӗн пысӑк  паттӑрлӑхӗ Ҫӗнтерӳ тунине палӑртнӑ. Вӑрҫӑ паттӑрӗсен ячӗсене ӗмӗр-ӗмӗр асра тытмаллине ҫирӗплетнӗ. Муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Н.Раськин ертсе пыракан делегаци Куславкка тӑрӑхӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисем тума хутшӑннисене асӑнса лартнӑ мемориалта пулнӑ, чечексем хунӑ.

Майӑн 9-мӗшӗнче Комсомольскинче округ шайӗнчи пысӑк уяв пулса иртнӗ. Унта округри ялсенче пурӑнакан тыл ӗҫне хутшӑннӑ ҫынсене, ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене, пуҫ хунӑ салтаксен ҫемйисене, ҫар ветеранӗсене чӗннӗ.  Пултаруллӑ ҫамрӑк армеецсем торжествӑллӑ лару-тӑрура  Раҫҫей Федерацийӗн тата Ҫӗнтерӳ ялавне ҫӗклесе тухнӑ. Ҫак чыса кӑҫал Н.Казаковпа    Б.Митюков тивӗҫнӗ. Ялавсем йӑтса пыракан ушкӑна К.Кузьминпа Е.Михеев ертсе пынӑ. Ҫӗнтерӳ уявӗ ячӗпе йӗркеленӗ мероприятие округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин уҫнӑ. Вӑл пурне те ҫак паллӑ кун ячӗпе саламланӑ.

Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ  Сергей Данилов ҫамрӑк армеецсен парачӗ пуҫланни ҫинчен команда панӑ. Чи малтан утса иртме Пӗтӗм Раҫҫейри стройпа юрӑ     смотрӗн   ҫӗнтерӳҫисем, Комсомольскинчи 2-мӗш вӑтам шкулти 11-мӗш класс кадечӗсем тивӗҫ пулнӑ. Вӗсем хыҫҫӑн округри шкулсенчи Раҫҫей ҫарӗн тӗрлӗ тӗсӗсен тумӗсене тӑхӑннӑ пулас салтаксен отрячӗсем пӗрин хыҫҫӑн тепри ҫирӗппӗн пусса стройпа иртнӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи параппанҫӑсем ҫамрӑк армеецсен ушкӑнӗсен парадне вӗҫленӗ. Юлашкинчен ГАЗ тата УАЗ маркӑллӑ ҫар автомашинисем торжествӑллӑн ярӑнса иртнӗ.

Ҫак кун округ центрӗнче ҫарпа патриотизм тематикипе кӗвӗ янраса тӑнӑ. Шкул ачисем, культура ӗҫченӗсем илемлӗ юрӑсем шӑрантарнӑ. Комсомольскинчи культурӑпа кану паркӗнче ҫар тумӗллӗ ҫынсем йышлӑ пулнӑ. Ҫапла майпа вӗсем хӑйсен аслашшӗ-кукашшӗсен паттӑрлӑхӗсене сума сунине, вӗсен ячӗсене манманнине палӑртма тӑрӑшнӑ. Салтаксен ҫапӑҫусем хыҫҫӑнхи кану вӑхӑтне кӑтартса парса вӑрҫӑ вӑхӑтӗнчи юрӑсене шӑрантарнӑ. Александровка, Элпуҫ, Кайнлӑк, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗсенчи культура ӗҫченӗсем йӗркеленӗ фотозонӑра уява килнисем асӑнмалӑх сӑн ӳкерттерме пултарнӑ.

Комсомольскинчи тӗп биб- лиотека ӗҫченӗсем кӗнекесемпе журналсенчен «Фронт библиотеки» йӗркеленӗ. «Ҫӗр тата ҫынсем» музей 15 сехетчен ӗҫленӗ.  Кӑмӑл пуррисем унта кӗрсе пирӗн тӑрӑхри ҫынсен Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑри паттӑрлӑхне кӑтартакан материалсемпе паллашма пултарнӑ.  Кунти ӗҫченсем тӗрлӗ документсенчен  пуян экспозицисем хатӗрленӗ. Сӑмах май каласан, округри ытти ялсенчи музейсен алӑкӗсем те ҫак кун уҫӑ пулнӑ.

Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра пуҫ хунисене асӑнса лартнӑ монумент умне влаҫ органӗсенче ӗҫлекенсем, ветерансен ушкӑнӗсем, предприятисемпе организацисен представителӗсем чечек кӑшӑлӗсем, чечек ҫыххисем хунӑ.

Ҫак кун спорта юратакансем «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн стадионӗнче  Ҫӗнтерӳ кунне халалласа футбол енӗпе блиц-турнир ирттернӗ. Унта «Урмаево» команда 1-мӗш, «Исток» 2-мӗш, Тимерчеево-1» виҫҫӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

Комсомольскинчи культура ҫуртӗнче каҫхине уяв концерчӗ иртнӗ. Унти сцена ҫинче Комсомольскинчи ачасен икусствӑсен шкулӗн «Островок» ансамблӗ, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнчи  6, 7, 9-мӗш кадет класӗсенче вӗренекенсем, «Кубняночка» халӑх вокал ансамблӗн ҫамрӑксен ушкӑнӗ, М.Михеева, Е.Пермякова,  Е.Макарова трио, Иринӑпа Диана Басниковасен дуэчӗ, С.Просвирнов, М.Волкова, Т.Прокопьева, Е.Яковлева тата ытти уйрӑм юрӑҫӑсем куракансене хаваслӑ юрӑ-ташӑ парнеленӗ.

Пӗтӗмӗшле илсен округра Ҫӗнтерӳ уявне пур ҫӗрте те анлӑн паллӑ тунӑ. Мероприятисем урлӑ вӑрҫӑра пуҫ хунӑ, фронтран таврӑнсан мирлӗ ӗҫре вӑй хунӑ, тылра ҫӗнтерӗве ҫывхартнӑ ҫынсене манманнине, вӗсен ячӗсене чӗресенче упранине кӑтартса пама, палӑртма тӑрӑшнӑ. Никама та манман, нимӗн те манӑҫман. Пирӗн пуласлӑхшӑн пуҫ хунӑ паттӑрсен ячӗсем ӗмӗрлӗхех асра юлӗҫ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *