Понедельник, 16 сентября

Ҫынсем хӑйсем пуҫарулӑх кӑтартнӑ

Ҫынсем хӑйсем пуҫарулӑх кӑтартнӑ

Куллен пурӑнакан вырӑн тирпейлӗ те хитре пулни хамӑршӑнах лайӑх. Ҫакна округӑн территори уйрӑмӗсенчи ялсенче пурӑнакансем аван ӑнланаҫҫӗ. Ҫавӑнпа та вӗсем чылай чухне пуҫарулӑх кӑтартса хӑйсен вӑйӗсемпех  ҫулсене, пӗвесене юсама тӑрӑшаҫҫӗ.

Округ  центрӗнче, Комсомольскинче пурӑнаканасем те хӑйсем пурӑнакан вырӑна хӑтлӑхпа илем кӗртес ӗҫрен пӑрӑнмаҫҫӗ, ырӑ пуҫарусем те тӑваҫҫӗ. Акӑ, Кабалин микрорайонӗнчи 6-мӗш ҫуртра пурӑнакансем, Николай Богатырев пуҫару тусан хапӑлласах килӗшнӗ. Ҫурт йӗри-тавра  66 метр тӑршшӗ тимӗртен карта тытма кашни хваттер 10 пин тенкӗ укҫа панӑ. Кайран вара пӗрле тухса ӑна сӑрласа илемлетнӗ. Пӗрре пӑхсан карта пысӑк япалах та мар пек, аякран сӑнасан  вара ҫурт таврашне илемлӗх сӑнӗ парать.

Пур чухне те вырӑнти администраци ҫынсем пурӑнакан вырӑна тирпей-илем кӗртме укҫа-тенкӗ те, ӗҫ вӑйӗ те ҫитереймест. Тепӗр чухне нумай хутлӑ ҫуртсенче пурӑнакансен хӑйсен те пуҫарулӑх кӑтартни кирлӗ. Такам килсе туса парасса кӗтмесӗрех  пӗр-пӗр ӗҫе ҫынсем хӑйсен вӑйӗсемпех пурнӑҫлама пултараҫҫӗ. Кабалин микрорайонӗнчи тӗслӗх ҫакна ҫирӗплетет.

Юрий Михайлов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *