Суббота, 7 сентября

Япӑх мар ӑмӑртрӗҫ

Япӑх мар ӑмӑртрӗҫ

Пирӗн округра пурӑнакансем «За активное долголетие» республикӑри спартакиадӑна хастар хутшӑнаҫҫӗ. Апрель уйӑхӗн вӗҫӗнче Кӳкеҫре иртнӗ ӑмӑртура япӑх мар кӑтартусем тунӑ.

Р.В.Сапожникова 300 метра чупса 2-мӗш вырӑн йышӑннӑ. Н.В.Волков финишра 5-мӗш пулнӑ. 4 хӗрарӑмран тата 4 арҫынтан тӑракан команда комбинированнӑй эстафетӑра 3-мӗш вырӑн ҫӗнсе илнӗ. Ку эстафета пирки тӗплӗнрех чарӑнса тӑрас килет. Вӑл 8 тапхӑртан тӑрать. Пӗрремӗшӗнче Р.Сапожникова скакалкӑпа сиксе, ун хыҫҫӑн Г.Гаврилова ункӑсем витӗр тухса, Н.Волков футбол мечӗкӗпе тӗрлӗ фигурӑсем хушшипе иртсе, Л.Васильева дартс енӗпе, В.Гаврилов теннис ракетки ҫинче шара сиктерсе пырса, Т.Перепелкина барьерсем айӗнчен шуса тухса, В.Скворцов футбол мечӗкне пӗчӗк хапхасене тапса кӗртсе, Г.Орлов тӳп-тӳрӗ чупса ӑмӑртрӗҫ. Кашниех хӑйсен тапхӑрӗнчи дистанцие йӑнӑшсӑр та хӑвӑрт тухас тесе тӑрӑшрӗҫ.

Ҫакӑн пек пултаруллӑ ҫынсем пирӗн округра  пулни савӑнтарать. Вӗсене малашне те кулленхи пурнӑҫӗнче те, спортра та ӑнӑҫусем сунатӑп.

Василий Пундяков.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *