Четверг, 19 сентября

Туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ

Туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ

Ҫанталӑк чӑрмавсем кӑларса тӑратать пулин те округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче ҫурхи ака-суха ӗҫӗсем малалла пыраҫҫӗ. Хуҫалӑхсем кашни меллӗ самантпа туллин усӑ курма тӑрӑшаҫҫӗ.

Майӑн 13-мӗшӗ тӗлне ял хуҫалӑх предприятийӗсем пурӗ 6056 гектар ҫине пӗрчӗллӗ тата пӑрҫа йышши тырӑсем акса хӑварнӑ. Вӑл шутран — 2479 гектар ҫурхи тулӑ, 2953 гектар урпа, 500 гектар сӗлӗ, 524 гектар пӗр ҫул ӳсекен курӑксем, 617 гектар горчица («Слава картофелю» агрофирма), 290 гектар рапс («Дружба» ЯХПК, «Родина» ООО), 35 гектар хӗвелҫаврӑнӑш («Дружба» ЯХПК), 20 гектар кишӗр («Комсомольские овощи» агрофирма),15 гектар нимӗҫ пӑрҫи (Шарафутдиновӑн фермер хуҫалӑхӗ).

Ял хуҫалӑх предприятийӗсем 3134 гектар кӗр тыррисене, 4385 гектар нумай ҫул ӳсекен курӑксене апатлантарнӑ, 3134 гектар кӗр тыррисене, 4385 нумай ҫул ӳсекен курӑксене, 9295 гектар ҫӗртмене сӳреленӗ. Уй-хир культурисем акма 7252 гектар ҫӗр хатӗрленӗ. 1670 тонна вӑрлӑх имҫамланӑ.

Минзаит Зайнуллин.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *