Понедельник, 16 сентября

Вӑрманта вут чӗртмелле мар

Вӑрманта вут чӗртмелле мар

Ҫанталӑк ӑшӑтса пынӑҫемӗн вут-кӑвар тухас хӑрушлӑх ӳсет. Ҫавӑнпа та республикӑра пушартан асӑрханмалли уйрӑм режим туса хунӑ.

Ҫак тапхӑрта вӑрманта тата ун ҫывӑхӗнче кӑвайт чӗртсе кану йӗркелеме чарнӑ. Апла пулин те ҫав асӑрхаттарӑва сӗмсӗррӗн пӑсакансем те тупӑнаҫҫӗ. Ку саккун тӑрӑх административлӑ  йӗркене пӑсни шутланать. Иртнӗ ҫул ун пек 166 тӗслӗх тупса палӑртнӑ. Вӗсене административлӑ майпа явап тыттарса  пурӗ 1 миллион ытла тенкӗллӗх штраф тӳлеттернӗ.

Штрафсем пӗчӗк мар. Уйрӑм ҫынсене 10 пинрен пуҫласа 20  пин тенкӗ таран, должноҫри ҫынсене 30 пинрен пуҫласа 60 пин тенкӗ таран, предпринимательствӑпа ӗҫлекенсене 60 пинрен пуҫласа 80 пин тенкӗ таран, юридици вӑйӗнче тӑракансене 400 пинрен пуҫласа 800 пин тенкӗ таран явап тыттарма ирӗк пур.

Эпир халӑха явап тыттарассипе хӑратасшӑн мар. Вӗсене вут-кӑварпа усӑ курнӑ чухне тимлӗрех пулма ыйтасшӑн. Пӗр  ҫунакан шӑрпӑк пӗрчи миллион тенкӗллӗх сӑтӑр тума пултарать. Вут-ҫулӑм сиксе тухнине курсан 101 тата 112 номерсемпе шӑнкӑравламалла.

 Андрей Симуков,

пушар надзор уйрӑмӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *