Апрелӗн 17-мӗшӗнче республикӑра, вӑл шутра пирӗн округра та черетлӗ Пӗрлехи информаци кунӗ иртет.
Халӑхпа тӗл пулнӑ чухне ҫак ыйтусене сӳтсе явма палӑртнӑ: 2024 ҫулхи ҫуллахи — ҫуркуннехи пушар хӑрушлӑхӗ вӑйлӑ тапхӑрта Чӑваш Республикинче вут-кӑвартан асӑрханассине йӗркелесси; ҫул-йӗр шайӗ тата муниципалитет, республика пӗлтерӗшлӗ ҫулсем ҫинче юсав ӗҫӗсем ирттересси.
Информаци кунӗнче халӑха та харпӑр хӑй ыйтӑвӗсемпе йышӑнӗҫ.