Тӗрӗслевсем малалла пыраҫҫӗ

Округри ял хуҫалӑх предприятийӗсенче техника тӗрӗслевӗсем  малалла пыраҫҫӗ.

Мартӑн 27-мӗшӗнче «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗнче тракторсен черетлӗ техосмотрӗ иртрӗ. Комисси хуҫалӑхра техникӑна тӗрӗслеве пахалӑхлӑ хатӗрленине палӑртрӗ. Патшалӑх техника надзорӗн округри тӗп инженерӗ Н.А.Райков, «Восток» ЯХПК председателӗ В.Г.Михеев механизаторсене ҫурхи ака-суха ӗҫӗсенче хастар ӗҫлеме ӑнӑҫу суннипе пӗрлех ӗҫ тата техника хӑрушсӑрлӑх йӗркисене те ҫирӗп пӑхӑнмалли ҫинчен аса илтерчӗҫ.

Ремис Шарафутдинов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *