Мускаври ВДНХри Халӑхсем хушшинчи «Россия» выставка-форумра 75-мӗш павильонра мартӑн 13-мӗшӗнче Чӑваш Республикин строительство, архитектура, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата комуналлӑ хуҫалӑх министерстви хӑйӗн экспозицине кӑтартма пуҫланӑ.
— Чӑваш Енре ҫӗнӗ ҫурт-йӗр тӑвас, урамсем уҫас енӗпе тунӑ ҫитӗнӳсене, коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗнче усӑ куракан ҫӗнӗлӗхсемпе тата строительствӑри, архитектурӑри меслетсемпе туллин паллаштарасси — пирӗн тӗп тӗллев, — палӑртнӑ министерствӑн пӗрремӗш кунӗнче Павел Данилов вице-премьер. Ҫак шухӑшсенех ЧР строительство, архитектура, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх министрӗ Михаил Коледа та палӑртнӑ. «Уяв» ансамбль халӑх пултарулӑхӗн композицине чӑвашла кӑтартса панӑ.
Минстрой эрни пына вӑхӑтра выставкӑна килекенсене нумай интересли кӗтӗ. Малтанхи кунсенчех «Чистая вода. Узнай микробов по «лицу» тата «Лаборатория очистки воды» мастер-классем йӗркеленӗ. Шыв пирӗн пурнӑҫра пысӑк пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Унра мӗнле микробсемпе бактерисем пулма пултараҫҫӗ? Шыва мӗнле тӗрӗс те пахалӑхлӑ тасатма май пур? Ҫак тата ытти ыйтусене «Биологические очистные сооружения» ГУП специалисчӗсем сӑмахпа та, кӑтарту хатӗрӗсемпе те мастер-классенче тӗплӗн ӑнлантарса панӑ. Шыва микроскоп урлӑ тӗрӗслесе сарлака экран ҫинче унра пур япаласене тишкерме май пулнӑ. Ятарлӑ оборудованипе шыва мӗнле тасатнине те кӑтартса панӑ.
Кунтах робот-шарсем пулӑшнипе Шупашкарти паллӑ та чаплӑ вырӑнсене «ҫитсе курма» та май пулнӑ. Ачасем хӑйсен аллисемпе тӗрлӗ пайсене пуҫтарса ҫурт ҫӗклеме те пултарнӑ. Вӗсем «Веселая стройка» мастер-класа хаваспах хутшӑннӑ. «Гигантская Дженга» интерактивлӑ вӑйӑ та интереслӗ пулнӑ. Пӗчӗккисем строительство отраслӗпе ҫыхӑннӑ викторина ыйтӑвӗсем ҫине те хапӑлласа хуравланӑ.
Строительство министерствин кунӗсем мартӑн 24-мӗшӗччен тӑсӑлӗҫ. Ҫав вӑхӑтра кунта нумай интересли курма май пулӗ. Квез-вӑйӑсем, тӗрлӗ мастер-классем, куравсем Чӑваш Республикинчи строительствӑри, архитектурӑри, пурӑнмалли ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑхри пурнӑҫа туллин сӑнласа парӗҫ.
(ХАМӐР ИНФ.).