Шыв-шур ыйтӑвӗпе – канашлу

Шыв-шур ыйтӑвӗпе – канашлу

Кӑҫал хӗлле юр нумай ҫурӗ. Ҫанталӑк ӑшӑтсах яман пулин те ҫурхи шыв-шура йӗркеллӗ ирттерсе яма малтанах хатӗрленмелле. Ҫак ыйтупа округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче канашлу пулса иртнӗ.

Ларӑва округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ. Ун ӗҫне округ прокурорӗ Д.Ю.Бородов, РФ Шалти ӗҫсен министерствин «Комсомольский» муниципалитетсем хушшинчи уйрӑмӗн начальникӗ А.К.Алексеев,  РФ потребительсен прависене хӳтӗлес енӗпе ӗҫлекен федераллӑ служба управленийӗн  Чӑваш Республикинчи — Патӑрьел районӗнчи уйрӑмӗн начальникӗ С.Е.Петрянкина, округ администрацийӗн мобилизацилле хатӗрленӳ, ятарлӑ программӑсен, гражданла оборона тата чрезвычайлӑ лару-тӑру пайӗн ертсе пыракан специалисчӗ А.В.Соловьева тата территори уйрӑмӗсен начальникӗсем хутшӑннӑ.

Канашлура ҫурхи шывсене чӑрмавсӑр, сиенсӗр ирттерсе ярасси, шыв-шур вӑхӑтӗнче, ҫанталӑк ӑшӑтнӑ тапхӑрта чир-чӗр сиксе тухасран асӑрханасси пирки калаҫнӑ, пурнӑҫламалли ӗҫсене пӑхса тухнӑ.

(Хамӑр инф.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *