Мартӑн 9-мӗшӗнче Комсомольскинчи вӑрман хӗррине округри йӗлтӗр спортне юратакансем йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ. Хальхинче кунта хӗллехи спорт сезонне хупнӑ ятпа «Каҫал ен» хаҫат парнисене ҫӗнсе илессишӗн йӗлтӗр спорчӗ енӗпе йӑлана кӗнӗ эстафетӑлла ӑмӑрту иртрӗ.
Хӗллехи спорт сезонне хупни терӗмӗр те, ҫакӑ ку тупӑшу хыҫҫӑн йӗлтӗрсене пуҫтарса хумалла тенине пӗлтермест, паллах. Спортсменсене татах та стартсем чӗнӗҫ. Хӑш-пӗр ҫулсенче ку вӑхӑтра юр айне те шыв килетчӗ. Кӑҫал вара Хӗл мучи парӑнма шутламасть-ха. Юр куписем те, ҫанталӑкӗ те спорта юратакансене йӗлтӗр йӗрӗ ҫине тӑма чӗнсех тӑраҫҫӗ. Иртнӗ шӑматкун та илемлӗ ҫуркуннехи кун тӑчӗ.
Йӗлтӗрҫӗсемпе вӗсемшӗн «чирлеме» килнисене округ пуҫлӑхӗ Н.Н.Раськин, «Каҫал ен» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Т.В.Мамуткина, «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗн директорӗн ӗҫӗсене пурнӑҫлакан В.Х.Денисов, округри ветерансен совечӗн председателӗн ҫумӗ, спорт ветеранӗ В.И.Пундяков саламларӗҫ, пурне те сывлӑхпа ӑнӑҫусем сунчӗҫ.
Малтанах пӗтӗмӗшле пӗлӳ паракан тӗп шкулсенче вӗренекенсем старта тӑчӗҫ. Кунта Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи шкул вӗренекенӗсем финиша пӗрремӗш ҫитрӗҫ. Чӗчкен тӗп шкулӗн команди иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗ. Хирти Явӑш шкулӗнчи спортсменсем виҫҫӗмӗш пулчӗҫ.
Вӑтам шкулсен ушкӑнӗнче те тупӑшу хӗрӳ иртрӗ. Кунта вара Ҫӗнӗ Мӑрат команди мала тухрӗ. Иккӗмӗш вырӑна Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн команди ҫӗнсе илчӗ. Аслӑ Чурачӑк вӑтам шкулӗнче пӗлӳ илекенсем виҫҫӗмӗш вырӑна тухрӗҫ.
Ӑмӑртӑва округри пур шкул командисем те хутшӑннине палӑртма кӑмӑллӑ.
Предприятисемпе организацисен, учрежденисен командисем хушшинче Комсомольски территори уйрӑмӗнчи спортсменсем пӗрремӗш вырӑн йышӑнчӗҫ. Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн команди финиша иккӗмӗш ҫитрӗ. Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗнчи вӗрентекенсем — виҫҫӗмӗш вырӑнта. Предприятисемпе организацисем, учрежденисем хушшинче спорт ӑмӑртӑвӗсене хутшӑнакансем сахал. Ҫӗршывра пурӑнакансене сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас енӗпе наци проекчӗсемпе программӑсем чылай йышӑннӑ. Вӗсем ертӳҫӗсене ӗҫлекенсене спорта явӑҫтарас енӗпе ытларах ӗҫлемеллине палӑртаҫҫӗ. Ялсенче спорта юратакансем сахал мар. Вӗрентекенсем хушшинче те пур вӗсем. Ҫакӑн пек ӑмӑртусене территори уйрӑмӗсен пӗрер команда тӑратма май пурах.
Мӗн ачаран спорта юратса ӳснисем ватӑлсан та унран уйрӑлмаҫҫӗ. Ҫакна пирӗн тӑрӑхри ветерансем сӑмахпа мар, ӗҫпе ҫирӗплетеҫҫӗ. Акӑ, Хирти Сӗнтӗр территори уйрӑмӗн командинчи Валентина Абукова 68 ҫулта. Вӑл 1 километрлӑ дистанцие йӗлтӗрпе аванах чупса тухрӗ, командӑна пӗрремӗш вырӑн ҫӗнсе илме пулӑшрӗ. Ветерансем хушшинчи тупӑшура Комсомольски территори уйрӑмӗнчи аслӑ ӳсӗмри спортсменсем иккӗмӗш вырӑн йышӑнчӗҫ.
Ӑмӑртура пӗрремӗш вырӑн йышӑннисене «Каҫал ен» хаҫата кӑҫалхи иккӗмӗш ҫур ҫулта илсе тӑма ҫырӑнса параҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ҫӗнтерӳҫӗсене медальсемпе, Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ, пылак ҫимӗҫ парнеленӗ.
Хаҫат редакцийӗ ӑмӑрту ирттерме пулӑшнӑ организацисемпе учрежденисене, уйрӑм ҫынсене тав тӑвать.
Юрий ГАВРИЛОВ.