Ҫулсем такӑр пулччӑр, автомашинӑсем тикӗс чупчӑр

Ҫулсем такӑр пулччӑр, автомашинӑсем тикӗс чупчӑр

«Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫул-йӗр» наци проекчӗн тӗп тӗллевӗ — ятӗнченех курӑнать ӗнтӗ — ҫӗршыври автотранспорт ҫулӗсене тивӗҫлӗ шайра тытса тӑрасси. Пирӗн республика наци проекчӗн шучӗпе регионти 3 проекта хутшӑнать: «Регионти  тата вырӑнти ҫул-йӗр сечӗ», «Ҫул-йӗр хуҫалӑхне пӗтӗмӗшле аталантармалли мерӑсем», «Ҫул-йӗр хӑрушсӑрлӑхӗ».

Наци проекчӗ республикӑри ҫулсен пахалӑхне лайӑхлатма майсем  туса парать. Ҫавӑнпа та ҫулсеренех регион ҫӗршер километр ҫул-йӗр юсать, вӗсен пахалӑхне лайӑхлатнипе пӗрлех хӑрушсӑрлӑх ыйтӑвӗсемпе те ӗҫлеме пулӑшать. Юлашки 4 ҫулта ҫеҫ  республикӑра  431 километр ҫулсене юсанӑ, 68 километр ҫул-йӗр ҫинче ҫутӑсем вырнаҫтарнӑ, виҫе тата габарит тӗрӗслевӗ ирттермелли автоматикӑлла 4 пункт тунӑ,  фотопа видео фиксацин 252 камерине лартнӑ.

Иртнӗ ҫул мӗнле ӗҫленине федераци шайӗнче хак панӑ. Чӑваш Республики «За прогресс» номинацире диплома тивӗҫнӗ.

2024 ҫулта ЧР транспорт министерствин умӗнче пысӑк калӑпӑшлӑ ӗҫсем тӑраҫҫӗ. «Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫул-йӗр» наци проекчӗпе 60 объектра строительствӑпа монтаж ӗҫӗсем туса ирттермелле. Регионти тата Шупашкар хулин агломерацине кӗрекен 70 километр ытла ҫула нормӑпа шайлашуллӑ шая ҫитермелле. Ку тӗллевпе федераци бюджетӗнчен 1,7 миллиард тенке яхӑн укҫа уйӑрма палӑртнӑ.

Пирӗн округра та асӑннӑ наци проектне  пурнӑҫласа юлашки ҫулсенче чылай ӗҫ тунӑ. 2020—2023 ҫулсенче регион тата муниципалитет пӗлтерӗшлӗ 6,506 километр ҫулсем ҫинче  тӗрлӗ йышши юсав ӗҫӗ ирттернӗ, 2,5 километр ҫине ҫутӑ паракан хатӗрсем вырнаҫтарнӑ.

Наци проекчӗпе 2020 ҫулта «Калинино — Патӑрьел —  Елчӗк — Хырай ,нел» автомобиль ҫулӗ ҫинче ҫутӑ паракан хатӗрсем вырнаҫтарса тухнӑ, вӗрентӳ учрежденийӗсем вырнаҫнӑ тӗлте ҫуран ҫӳрекенсене каҫмалли вырӑнсем тума пуҫланӑ, 2021 ҫулта вӗҫленӗ.

2023 ҫулта «Калинино — Патӑрьел — Елчӗк»  ҫулне тата Елчӗке кайнӑ тӗлти ҫулсене юсанӑ.

Ҫав тӗллевсемпе 2020—2023 ҫулсенче пурӗ 66111,873 пин тенкӗпе (вӑл шутран федераци бюджетӗнчен 44928,747 пин тенкӗпе) усӑ курнӑ.

Вырӑнти ҫулсене пӑхса тӑма иртнӗ ҫул округ бюджетӗнчен 40,6 миллион тенкӗ укҫа-тенкӗ уйӑрнӑ. Пӗлтӗр округ пӗлтерӗшлӗ 6,1 километр ҫула юсанӑ. Ку ӗҫе Юнтапа, Шурут-Нурӑс тата Комсомольски ялӗсенче пурнӑҫланӑ. Кунсӑр пуҫне ялсенчи урамсене  3,7 километр тӑршшӗ вак чул сарса хытарнӑ.

«Хӑрушлӑхсӑр тата пахалӑхлӑ ҫул» наци проектне пурнӑҫласа  округра кӑҫал  та чылай ӗҫ пурнӑҫлама палӑртнӑ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *