Фельдшерпа ҫынсем кӑмӑллӑ

Фельдшерпа ҫынсем кӑмӑллӑ

«Хӑвӑра мӗнле туятӑр? Мӗн пӑшӑрхантарать?» Ӑшшӑн калаҫать Ҫӗнӗ Шӑхранти фельдшерпа акушер пунтне килекенсемпе Алина Геннадьевна Марина фельдшер. Ахальтен ӑшӑ та ырӑ сӑмах чаплӑ эмелтен те лайӑрах тесе каламаҫҫӗ ӗнтӗ. ФАПа ытларах аслӑ ӳсӗмри ҫынсем ҫӳреҫҫӗ те, вӗсемшӗн кӑмӑлтан  калаҫни темрен те паха. Ватӑ ҫын организмӗ ҫанталӑк улшӑннине те сисет, чир-чӗрӗ те тупӑнса тӑрать. Фельдшер вӗсене кӑмӑллӑн кӗтсе илет, сӗнӳ-канашпа та, эмелпе те пулӑшма тӑрӑшать.

Алина Геннадьевна Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнче фельдшерта ӗҫлет. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнчи ФАПра та ҫынсене йышӑнать. Кун каҫа икӗ ҫӗре те ҫитме ӗлкӗрет. Паллах, ӑна икӗ яла ҫӳреме ҫӑмӑлах мар. Чирлисем унӑн пулӑшӑвне кӗтнине туйса вӗсем патӗнче мӗн май килнӗ таран вӑхӑтра пулма тӑрӑшать.

Марина Кӗҫӗн Каҫал ялӗнче ҫуралнӑ. Малтан ялти, кайран Комсомольскинчи шкулсенче пӗлӳ илнӗ. 1994—1997 ҫулсенче Шупашкарти медицина училищинче вӗреннӗ. Комсомольскинчи тӗп больницӑра терапи уйрӑмӗнче ӗҫленӗ. 2000—2018 ҫулсенче Хырхӗрри ялӗнчи фельдшерпа акушер пунктӗнче тӑрӑшнӑ. 2018—2022 ҫулсенче Шупашкарти пӗр больницӑра вӑй хунӑ. Виҫӗмҫул «Ялти фельдшер» программӑпа Кивӗ Сӗнтӗр ялӗнчи ФАПра ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ Шӑхран ялӗнче фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ ҫурчӗ хута ярсан ӑна унта та ӗҫлеме сӗннӗ.

Хӑй ӗҫне пӗлсе, юратса тунипе ял ҫинче ырӑ ят ҫӗнсе илнӗ вӑл. «Медицинӑн чӑн-чӑн ӗҫченӗ пулмах ҫуралнӑ», — теҫҫӗ фельдшерпа акушер пунктне килекенсем. Халӑх сывлӑхӗшӗн тӑрӑшма малашне те унӑн вӑй-халӗ пултӑр, ӑнӑҫу юнашар ҫӳретӗр.

Людмила Тихонова.  

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *