Унӑн ӗҫӗсене манмаҫҫӗ

«Октябрь ялавӗ» хаҫатӑн  кивӗ подшивкисене  уҫкаласа ларатӑп та, унта район пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ тӗкӗр ҫинчи пекех курӑнать. Чӑннипех те хаҫат страницисенче районӑн историйӗ ҫырӑнса юлнӑ.

Редакцине  Аслӑ Ҫӗрпӳел  ялӗнче пурӑннӑ О.В.Осипова 1955 ҫулта Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх выставкине  хутшӑнни ҫинчен ҫирӗплетекен документ  копине илсе килчӗҫ.  Ун ҫинчен ҫырса кӑтартма ыйтрӗҫ.   Ӳркенмесӗр 1955 ҫулхи «Октябрь ялавӗн» подшивкине алла илтӗм. Куҫ тӗлне «Кашни 100 гектар пуҫне — 30 центнер сысна ашӗ» статья куҫ тӗлне пулчӗ. Ӑна шӑпах та О.Осипова ячӗпе пичетленӗ.  69 ҫул каялла кун ҫути курнӑ статьяпа вулакансене паллаштарас кӑмӑл ҫуралчӗ.

«Юлашки ҫулсенче пирӗн «Красная звезда» колхоз сыснасем ӗрчетес тата вӗсен тухӑҫлӑхне ӳстерес тӗлӗшпе чылай ҫитӗнӳсем турӗ. Кӑҫал пирӗн артель кашни ҫӗр гектар пуҫне чӗрӗ виҫепе 19,3 центнер сысна ашӗ илнӗ. Ытти фермӑсенчен илнӗ аш-какай продукцийӗпе пӗрле шутласан, таварлӑ аш-какай продукцийӗ кашни 100 гектар пуҫне шутласан 22 центнертан иртет.

Эпир фермӑра халӗ шурӑ ӑратлӑ сыснасем ытларах усратпӑр. Ку ӑрат пирӗн условисенче лайӑх ҫитӗнет. Хальхи вӑхӑтра ама сыснасем 150 килограмм таяҫҫӗ, 200 килограмм таяканнисем те пур. Кашни сысна аминчен ҫулсеренех 18—20-шер ҫура илсе пӑхса ҫитӗнтеретпӗр.

Пирӗн колхозра тӑрантарса самӑртас тӗлӗшпе уйрӑм бригада йӗркеленӗ. Ытларах ҫура туса  илес тӗлӗшпе ӗҫлекенсенчен эпир икӗ уйӑхри ҫурасене илсе тӑрантарма тытӑнатпӑр. Ку ӗҫе эпир ҫулталӑкӗпех туса пыратпӑр.

Хальхи вӑхӑтра сыснасене талӑкӗпех витере тӑрантаратпӑр. Ирхине 7 сехетре, кӑнтӑрла 12 сехетре, каҫхине 7 сехетре апат паратпӑр. Ҫак йӗркене эпӗ тӗрӗс пурнӑҫласа пыратӑп, ӑна пӑсма юрамасть, мӗншӗн тесен вӑхӑтра апат памасан сыснасем пӑлханма тытӑнаҫҫӗ. Халӗ тӑрантарма тӑратнӑ сыснасен чӗрӗ виҫи 25—30 килограмм шутланать, вӗсене талӑкра кашнинех 3 килограмм ҫӗрулми, 1 килограмм концентрат, 1 килограмм силос, 200 грамм сӗлӗ, 100 грамм пӑрҫа ҫӑнӑхӗ, 0,5 килограмм клевер утти  тата минераллӑ апатсем паратпӑр. Сыснасем ҫитӗннӗ май апата хушса пыратпӑр.

Сысна ферми нумай таварлӑ продукци парать пулсан, унӑн тупӑшӗ те пысӑк. Ферма кӑҫал  300 пин тенкӗ ытларах тупӑш пачӗ.

Пирӗн сысна ферми иккӗмӗш ҫул ӗнтӗ Пӗтӗм Союзри ялхуҫалӑх выставкин участникӗ. Эпир кӑҫал Мускавра  выставкӑра пулни мана тата лайӑхрах ӗҫлеме хавхалантарать.

Эпӗ ҫитес ҫулталӑк хушшинче кашни 100 гектар ҫӗр пуҫне чӗрӗ виҫепе 30 центнертан кая мар сысна ашӗ туса илме обязательство йышӑнатӑп.»

Паллах статьяна  О.Осипова сысна самӑртакан хӑй ҫырман, анчах та  вӑл каласа панине журналист хут ҫине куҫарнӑ.  Вӑл вӑхӑта куҫ умне кӑларма тӑрӑшатӑп та, йывӑр вӑхӑтсем пулнӑ. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӗҫленнӗренпе 10 ҫул ҫеҫ ҫитнӗ. Колхозсем хаяр ахӑр самана хыҫҫӑн ураланма ҫеҫ пуҫланӑ. Фермӑра ӗҫ услови- йӗсем япӑх пулнӑ. Паянхи пек бетон урайсем, ӑшӑ витесем, механизаци пирки ӗмӗтленме те пултарайман.  Пӗтӗм ӗҫе алӑ вӑйӗпе пурнӑҫланӑ, ҫуркуннепе кӗркунне пылчӑк ҫӑрӑлнӑ, урисенчен резина атӑ кайман.   Кунӗпех фермӑра пулнӑ. Апла пулин те выльӑх-чӗрлӗхрен ытларах продукци илес тесе ҫине тӑрса вӑй хунӑ.

Аслӑ Ҫӗрпӳелӗнчи «Красная звезда» колхоз вӑл ҫулсенче выльӑх-чӗрлӗхрен продукци илес енӗпе районта ҫеҫ мар, республикӑра та палӑрса тӑнӑ.

Ольга Викторовнӑн ачалӑхӗ ҫӑмӑлах пулман. Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ пуҫлансан вӑл аслисемпе танах тылра хастар ӗҫлесе фронта пулӑшнӑ. Ҫакӑншӑн вӑл «1941—1945 ҫулсенчи Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑ вӑхӑтӗнче хастар ӗҫленӗшӗн» медале  тивӗҫнӗ.

Ҫамрӑклах фермӑра вӑй хума пуҫланӑ. ,ҫри ҫитӗнӳсемшӗн ӑна Хисеп грамотисемпе, хаклӑ парнесемпе наградӑланӑ. Мускаври Пӗтӗм Союзри ял хуҫалӑх выставкине кайма та ӗҫри пултаруллӑхшӑн, пысӑк кӑтартусемшӗн тивӗҫнӗ.

Кайранхи ҫулсенче те Ольга Викторовна Ядрова «Красный Октябрь» колхозра тӗрлӗ ӗҫсенче тӑрӑшнӑ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳелӗнчи вӑтам шкулта техничкӑра та пӗр вӑхӑт ӗҫленӗ. Пур ҫӗрте те хастарлӑхпа палӑрса тӑнӑ.

О.В.Осипова (Ядрова) пурнӑҫран ӗмӗрлӗхех уйрӑлса кайнӑранпа темиҫе ҫул та иртрӗ. Анчах та  тӑванӗсем унӑн ырӑ ӗҫӗсене манмаҫҫӗ.

Юрий Гаврилов.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *