Февралӗн 29-мӗшӗнче муниципаллӑ округ администрацийӗн ларусем ирттермелли залӗнче ветерансен совечӗн пленумӗ иртнӗ. Ӑна ветерансен совечӗн председателӗ Ю.С.Тимофеев уҫнӑ, вӑлах ертсе пынӑ.
Малтанах централизациленӗ больницӑн тӗп врачӗ И.И.Ефремова округра пурӑнакан тӗрлӗ категориллӗ ватӑсене медицина пулӑшӑвӗ парас тӗлӗшпе пурнӑҫланӑ ӗҫсем ҫинчен каласа панӑ, ыйтусем ҫине хуравланӑ.
Территорири суйлав комиссийӗн председателӗ О.К. Митюкова хӑй сӑмахӗнче Раҫҫей Президенчӗн ҫитес суйлавӗ ҫинче чарӑнса тӑнӑ.
РФ социаллӑ фончӗн клиент службин ертӳҫи Н.В. Юманова пенси системинчи ҫӗнӗлӗхсемпе, «Кӗмӗл ӳсӗм» хутшӑну центрӗн ӗҫӗ-хӗлӗпе паллаштарнӑ.
Ю.С.Тимофеев Аслӑ Отечественнӑй вӑрҫӑра Ҫӗнтерӳ тунӑранпа 80 ҫул ҫитнине чаплӑн уявлама хатӗрленес ыйтусене ҫӗкленӗ. Ветерансен юхӑмне хастар хутшӑнакансене Хисеп грамотисемпе наградӑланӑ. Пленум ӗҫне муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Н.А.Комиссарова хутшӑннӑ.
Ветерансем пленумра тата ытти ыйтусене те пӑхса тухнӑ.
(ХАМӐР ИНФ.).