Хӑтлӑ условисем турӑмӑр

Хӑтлӑ условисем турӑмӑр

Февралӗн 22-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ хулинче Раҫҫей Президенчӗ Владимир Путин канашлу ирттернӗ. Ун вӑхӑтӗнче вӑл сывлӑх сыхлавӗн аталанӑвӗ ҫинчен те каланӑ. Комсомольски тӗп больницин тӗп врачӗ Инна Ефремова ҫакӑн ҫинчен мӗн шухӑшланине уҫӑмлатрӗ:

«ЧР Пуҫлӑхӗ Олег Николаев Чӑваш Енре виҫӗ шайлӑ медицина пулӑшӑвӗ паракан тытӑм ӗҫлени, тӗп тӗллев ҫывӑхрах пулӑшупа усӑ курма май туса парасси пулни ҫинчен каларӗ. Ҫавӑн пекех кашни муниципалитетра фельдшерпа акушер пункчӗсем, тухтӑрсен амбулаторийӗсем тата поликлиникӑсем ҫеҫ мар, куҫса ҫӳрекен мобильлӗ комплекссем те пуррине палӑртрӗ.

Пирӗн больницӑра та ҫӗнӗ автомобильсем пур. Вӗсемпе усӑ курса тухтӑрсене пациентсем патне, пациентсене больницӑна, ҫав шутра Шупашкара та, ҫитеретпӗр, кирлӗ чухне аякра пурӑнакан ял ҫыннисем патне эмелсем ҫитерсе паратпӑр. Унсӑр пуҫне поликлиника перекетлӗ технологисен режимӗпе ӗҫлет, ҫавна май пациентсем хӑвӑртрах тата пысӑк пахалӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗ илме пултараҫҫӗ. Пӗрремӗшле звенона модернизацилессин программипе Комсомольски муниципаллӑ округри медицина учрежденийӗсене юсарӑмӑр, ҫӗннисем хӑпартрӑмӑр. Илемлӗ те тирпейлӗ ҫуртсенче пациентсем валли те, медицина ӗҫченӗсем валли те хӑтлӑ условисем турӑмӑр».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *