Федераци Советне черетлӗ Ҫырупа тухнӑ

Федераци Советне черетлӗ Ҫырупа тухнӑ

Февралӗн 29-мӗшӗнче Раҫҫей  Федерацийӗн Президенчӗ Владимир Путин Федераци Советне ҫулсерен яракан Ҫырӑвӗпе  тухнӑ.

Владимир Владимирович Ҫырӑва  ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансем пирки чарӑнса тӑнипе пуҫланӑ, вӗсем пирки каланипех вӗҫленӗ. Салтаксем пӗлтерӗшлӗ ӗҫ тунине, вӗсене пӗтӗм ҫӗршыв тӗрлӗ майлӑ пулӑшу панине палӑртнӑ. Ҫӗршыв пуҫ хунӑ паттӑрӗсене яланах асра тытни ҫинчен каланӑ, пӗр минут шӑп тӑрса асӑнма  ыйтнӑ. «Донбассри  вӑрҫа эпир пуҫламан, анчах та ӑна чарас тесе хамӑртан мӗн  килнине пурне те тӑватпӑр. Ятарлӑ ҫар операцийӗн тӗллевӗ — нацизм тымарне кӑкласси», — тенӗ В.Путин.

Малалла вӑл ҫӗршывӑн шалти тата тулашри политики ҫинчен хӑй шухӑшӗсене пӗлтернӗ.

Владимир Владимирович ҫемье  хаклӑхӗ пирки тӗплӗн  чарӑнса тӑнӑ.  Ҫавӑнпа ҫураласлӑх, ҫамрӑк мӑшӑрсене пулӑшасси патшалӑхӑн тӗп ыйтӑ вӗсем пулса тӑраҫҫӗ. Ҫемье ипотекин  тата ача амӑшӗн капиталӗн программисене 2030 ҫулччен тӑсма хушнӑ. «Ҫемье» ҫӗнӗ наци проекчӗ ӗҫе кӗрӗ.

Ҫӗршывра пурӑнакансен ӗмӗрне вӑрӑмлатма май паракан меслетсемпе те туллинрех усӑ курмалла. Ку енӗпе «Вӑрӑм тата активлӑ кун-ҫул» наци проекчӗ ӗҫлеме пуҫлӗ. Сывлӑх сыхлавӗн объекчӗсем тума, юсама, хӑтлӑлатма хушма 1 триллион тенкӗ укҫа уйӑрӗҫ.

Ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫлакан «Молодежь России» наци проекчӗ яш-кӗрӗме тӗрлӗ енлӗ пулӑшу парас енӗпе тӑрӑшӗ.

Кадрсем ҫитменни Раҫҫей экономики умне хӑрушлӑх кӑларса тӑратма пултарать. «Кадры» ҫӗнӗ наци проекчӗ ку ыйтӑва татса парас енӗпе ӗҫлӗ. 2028 ҫул тӗлне 1 миллион ытла ҫынна рабочи специальноҫӗпе вӗрентсе хатӗрлемелле. 2030 ҫул тӗлне чи пӗчӗк ӗҫ укҫин виҫи 35 пин тенке ҫитмелле.

«Приоритет 2030» программӑна тата 6 ҫула тӑсмалла. Раҫҫей пӗтӗм  япалана хӑй туса кӑлараймасть, анчах та куллен кирлӗ таварсен, эмелсен, транспорт хатӗрӗсен производствине                  ӳстермелле.

Культура ыйтӑвӗпе калаҫнӑ май Президент 2025 ҫулта «Земский работник культуры» программа ӗҫе кӗрессине пӗлтернӗ.

Ҫывӑх ҫулсенче пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх отраслӗпе ҫыхӑннӑ ыйтусем ҫинчен те каланӑ.

Ҫырура экологи, обществӑлла транспорт, туризм, промышленность, ял хуҫалӑхӗ тата ытти сферӑсенчи ӗҫ-хӗл  пирки калани те чылай вырӑн йышӑннӑ. Регионсен аталанӑвӗ те тӗп ыйтусенчен пӗри пулнӑ.

Шухӑш

Николай Никандрович РАСЬКИН,

муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ:

«Кӑҫалхи Ҫырура Раҫҫей Президенчӗ ҫӗршыва аталантарма пулӑшакан чылай сферӑна аса илсе хӑварчӗ. Уйрӑмах экономика аталанӑвӗ ҫине пысӑк тимлӗх уйӑрчӗ.  «Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан салтаксемпе эпӗ мӑнаҫланатӑп, вӗсем каялла чакманнине, ҫӗршыва сутманнине шанса тӑратӑп», — терӗ Владимир Путин. Малашне ҫакӑн пек паттӑрсене Раҫҫее шанса пама пулать тесе шутлать Раҫҫей Президенчӗ.

Ятарлӑ ҫар операци ветеранӗсем мартӑн 1-мӗшӗнчен «Паттӑрсен вӑхӑчӗ» ятарлӑ программӑна хутшӑнас тесен заявлени пама  пултараҫҫӗ.

«Элита» сӑмах нумай ҫӗрте хӑйӗн пӗлтерӗшне ҫухатнӑ. Владимир Путин шучӗпе чӑн-чӑн элита вӑл — ҫӗршыва хӳтӗлекенсем. Ҫӗршыва чӑннипех те парӑннине ӗҫпе ӗнентерсе паракансем.

Ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакан паттӑрсен патшалӑх управленийӗнче, вӗренӳ системинче, бизнесра малта пулмалла, регионсемпе предприятисене ертсе пымалла тесе ҫирӗплетет Раҫҫей Президенчӗ.

Светлана Николаевна Грачева,

округри депутатсен Пухӑвӗн председателӗ:

«Президент Владимир Путин Федераци Пухӑвӗ умне тухса калаҫнине питӗ тимлӗн итлерӗм. Вӑл пирӗн ҫӗр-шыва аталану ҫулӗпе ҫирӗппӗн утма май паракан мерӑсем ҫинчен каларӗ.

Пысӑк квалификациллӗ специалистсем хатӗрлесси, технологи аталанӑвӗн сферинче ҫӗнӗ наци проекчӗсем хута ярасси, хамӑр патра туса илекен пахалӑхлӑ таварсен списокне анлӑлатасси, промышленноҫа тӗрлӗ енлӗн аталантарасси, тӗнче шайӗнче тупӑшма пултаракан ҫӗнӗлӗхсем, ҫав шутра космос тата атом сферисенче те, ӗҫе кӗртесси ҫине ҫитес ҫулсенче уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑрасса палӑртрӗ. Ҫак самантсем пурте паянхи кун ыйтӑвӗсемпе килӗшсе тӑраҫҫӗ».

Инна Ивановна Ефремова,

округри тӗп больницӑн тӗп тухтӑрӗ:

«РФ Президенчӗ Владимир Путин сывлӑх сыхлавӗ ҫине питӗ пысӑк тимлӗх уйӑрать. Ҫынсен ӗмӗрне вӑрӑмлатассипе ҫыхӑннӑ кирлӗ ӗҫсене пурнӑҫлама кашни ҫул ытларах укҫа-тенкӗ палӑртаҫҫӗ. Ҫавӑн пекех ялсенче пурӑнакансене паха лӑхлӑ медицина пулӑшӑвӗпе тивӗҫтерессине тӗп вырӑна хунине пурте пӗлетпӗр. Иртнӗ кунсенче Президент Чӑваш Енре ӗҫлӗ ҫул ҫӳревпе пулнӑ май «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗпе килӗ шӳллӗн Ҫӗрпӳ округӗнчи Рынкӑ салинчи ҫӗнӗ фельдшерпа акушер пунктне ҫитсе курни, вырӑнти халӑхпа тӗл пулса лару-тӑрӑва хӑй куҫӗпе курса хак пани те ҫакна ҫирӗплетсе пачӗ.

Владимир Путин «Вӑрӑм тата активлӑ кун-ҫул» ҫӗнӗ наци проекчӗ вӑя кӗресси, сывлӑх сыхлавӗн ӗҫне модернизацилесе ҫӗнетме малашнехи тапхӑрта укҫа-тенкӗ уйӑрма палӑртни те — ырӑ хыпар».

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *