«Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ 2019 ҫулта ӗҫлеме пуҫланӑ. Вӑл «Медицинӑпа санитарин пуҫламӑш пулӑшӑвне аталантарасси», «Чӗре тата унӑн сосучӗсен чирӗсемпе кӗрешесси», «Онкологи чирӗсене хирӗҫ кӗрешесси», «Ача-пӑча сывлӑх сыхлавне ачасене медицина пулӑшӑвӗ паракан инфраструктурӑна паянхи кун ыйтӑвне тивӗҫтерекен шая лартса аталантарасси», «Медицина организацийӗсене квалификациллӗ кадрсемпе тивӗҫтересси», «Медицина тӗпчевӗсен наци центрӗсен сечӗсене аталантарса инновациллӗ медицина технологийӗсене ӗҫе кӗртесси», «Сывлӑх сыхлавӗн патшалӑх информацин пӗрлехи системин никӗсӗ ҫинче пӗрлехи цифра контурӗ туса хурасси», «Медицина пулӑшӑвӗн экспортне аталантарасси» федераллӑ проектсемпе пӗрле пурнӑҫланса пырать.
Проект тӗллевӗ — Раҫҫейре пурӑнакансен сывлӑхне ҫирӗплетме пулӑшасси, чирлекенсен, инвалидсен, вилекенсен йышне чакарса пырасси. Медицина пулӑшӑвӗ паракан пуҫламӑш системӑна лайӑхлатасси, чир-чӗре вӑхӑтра тупса палӑртас, асӑрханас, сыхланас енӗпе профилактика ӗҫӗсене пурнӑҫлассине вӑйлатасси пулса тӑрать.
«Сывлӑх сыхлавӗ» проект ӗҫлеме пуҫланӑранпа пирӗн республикӑра та, округра та чылай ӗҫ пурнӑҫланӑ. 2019—2023 ҫулсенче пирӗн тӑрӑхра фельдшерпа акушер пункчӗн ҫӗнӗ 8 ҫуртне туса хута янӑ. Вӗсемсӗр пуҫне 3 сиплев амбулаторийӗнче, поликлиника, флюорографи, стерилизаци ҫурчӗсенче, ача-пӑча уйрӑмӗн корпусӗнче, инфекци уйрӑмӗнче юсав ӗҫӗсем ирттернӗ. Тӗп больница территорине тирпей-илем кӗртнӗ.
Чирлисем патне вӑхӑтра ҫитсе кирлӗ пулӑшу пама патшалӑх ҫӑмӑл 6 автомашина, куҫса ҫӳрекен фельдшерпа акушер пункчӗн мобильлӗ 1 комплексне панӑ.
Наци проекчӗпе ятарлӑ программӑсем ӗҫлеҫҫӗ. «Земский доктор» программӑпа 4 специалистпа, «Земский фельдшер» программӑпа 1 специалистпа контракт тунӑ. Пӗтӗмпе вара ҫӳлерех асӑннӑ тапхӑрта 14 тухтӑра тата медицинӑн 43 вӑтам персоналне ӗҫе илнӗ.
Асӑннӑ ҫулсенче тӗп больница тӗрлӗ оборудованипе те пуянланнӑ. Врач амбулаторийӗсем, поликлиника, хирурги, терапи тата ытти уйрӑмсем валли сӗтел-пукан, инвентарь илсе килнӗ.
Хальхи вӑхӑтра пирӗн округра халӑха медицина пулӑшӑвӗ парас енӗпе тӗп больницӑри терапи, хирурги, инфекци, анестезиологи тата реанимации, паллиативлӑ медицина пулӑшӑвӗн уйрӑмӗсем, врач амбулаторийӗсем 7, фельдшерпа акушер пункчӗсем 24 ӗҫлеҫҫӗ. Унта 379 ҫын тӑрӑшать. Вӗсенчен 49-шӗ — врачсем, 197-шӗ — вӑтам персонал. Вӗсем пурте «Сывлӑх сыхлавӗ» наци проекчӗ палӑртнӑ тӗллевсене ӗҫе кӗртес енӗпе тимлеҫҫӗ.
Шухӑш
Олег НИКОЛАЕВ,
ЧР Пуҫлӑхӗ:
— Сывлӑх сыхлавӗнче, вӗренӳре, культурӑра тата ытти сферӑпа отрасльте, уйрӑмах ялта, кадрсемпе ӗҫлессин отрасль уйрӑмлӑхӗсене тата кадрсем ҫитменнине шута илмелле. Ҫакна тӗпе хурса, тӗллевлӗн вӗрентсе хатӗрлес тата профессие малтанах палӑртас ӗҫ-хӗле те тӳрлетӳсем кӗртмелле.