Мӑн асаттесен йӑли-йӗрки пур саманара та кирек хӑш халӑхӑн культурин уйрӑлми пайӗ шутланнӑ. Вӗсене упраса хӑварасси общество аталанӑвӗн никӗсӗнче выртать.
Нумаях пулмасть этнобиблиотекӑра «Традиции хранить и умножать» фольклор улахӗ иртрӗ. Мероприятие «Каҫал» тата «Горнипов» халӑх фольклор ансамблӗсем хутшӑнчӗҫ. «Горнипов» мордва ансамблӗ Йӗпреҫ округӗнчи Ирҫе Ҫармӑсри культура ҫурчӗ ҫумӗнче ӗҫлет. Мероприятие ертсе пыракан В.Г.Боровкова презентаципе усӑ курса Комсомольски округӗн историйӗпе хальхи пурнӑҫӗ ҫинчен каласа пачӗ.
Малалла хӑнасем сӑмах илчӗҫ. Мордвасем — хӑйне евӗрлӗ халӑх, вӗсем пуян культурипе тата историйӗпе мӑнаҫланаҫҫӗ. Ансамбле хутшӑнакансем тӑван ен, юратупа телей ҫинчен юрӑсем шӑрантарчӗҫ, мордва халӑхӗн йӑли-йӗрки пирки итлеме те питӗ интереслӗ пулчӗ. «Горнипов» чӑвашла куҫарсан чӑпӑл курӑкӗ (купальница) тенине пӗлтерет.
«Каҫал» фольклор ансамблӗ чӑваш халӑх юрри-ташшине юратакансене пӗрлештерсе тӑрать. Ансамбль репертуарӗнче — ҫӗр ытла юрӑ, вӗсен хушшинче хӑна-вӗрле, туй, салтак, ҫӑварни, вӑйӑ, улах юррисем, ҫавӑн пекех йӑла-йӗркесене кӑтартса парасси те. Хальхинче вӗсем улах ларнине кӑтартрӗҫ, хамӑр тӑрӑхра ҫырса илнӗ чӑваш халӑх юррисене шӑрантарчӗҫ. Ансамбле хутшӑнакансем алӗҫӗсем илсе килсе курав йӗркеленӗ. Хӑнасене чӑвашсен йӑли-йӗрки, наци кухни ҫинчен каласа пачӗҫ.
Мӗншӗн паян мӑн асатте-асаннесен йӑлисем манӑҫса пыраҫҫӗ; Авалтан упраннӑ пурлӑх яланах хисепре пултӑр тесен мӗн тумалла; Чей ӗҫнӗ май ҫак ыйтусене хускатрӗҫ, тӗлпулу кӑмӑллӑ иртнине, кӳршӗллӗ пурӑнакан халӑхсен туслӑ пулмаллине палӑртрӗҫ.
Централизациленӗ библиотека системин директорӗ Инна Ядрова хӑнасене халӑх йӑли-йӗркине хисепленӗшӗн, упранӑшӑн тав турӗ, тӗлпулу ҫинчен асӑнмалӑх Комсомольски районӗн энциклопедине парнелерӗ.
Валентина БОРОВКОВА.