Четверг, 19 сентября

Тулли кӑмӑл парнелерӗҫ

Округӑн территори уйрӑмӗсенче Комсомольски районӗ 85 ҫул тултарнӑ ятпа мероприятисем иртеҫҫӗ. «Тӑван ҫӗре эпир мухтатпӑр» смотр-конкурс февралӗн 7-мӗшӗнче Урмаел территори уйрӑмӗнче пулчӗ.

Урмаелӗнчи культура ҫурчӗн фойине кӗрсенех ку тӑрӑхра тӗрлӗ енлӗ пултаруллӑ, ӗҫчен ҫынсем пурӑннине курма пулать. Уява килнисем  вырӑнти ӑстаҫӑсен Г.Д.Зарипован тата Р.Г.Зиннетуллинан ӗҫӗсемпе кӑмӑлласа паллашрӗҫ. Этнографи экспоначӗсем кунти халӑх ӗлӗк мӗнле хатӗрсемпе ӗҫре, йӑлара усӑ курнине кӑтартса параҫҫӗ. Урмаел тата Тукай Мишер ялӗсенчен тухнӑ паллӑ ҫынсем ҫинчен калакан стендсемпе выставкӑсем те илемлӗ, илӗртӳллӗ пулса тухнӑ.

Урмаел территори уйрӑмӗн начальникӗ А.Г.Ямалетдинов ялсен историйӗ, пурнӑҫӗ, ӗҫӗ-хӗлӗ пирки каласа пачӗ. Юлашки вӑхӑтра ялсене тирпей-илем кӗртес, инфраструктурӑна аталантарас енӗпе пурнӑҫланӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ. Ҫавӑн пекех вӑл малашнехи тӗллевсем ҫинче те чарӑнса тӑчӗ.

Концерт программи пуян пулчӗ. Сцена ҫине Комсомольскинчи искусствӑсен шкулӗн  воспитанникӗсем, Урмаел тата Тукай Мишер вӑтам шкулӗсенчи вӗрентекенсемпе вӗренекенсен коллективӗсем тухса халӑха савӑк кӑмӑл парнелерӗҫ. «Лейсан» ача садне ҫӳрекенсен, Ф.Гибатдинов ячӗллӗ «Мишар» юрӑпа ташӑ халӑх ансамблӗн пултарулӑхне куракансем хапӑлласах йышӑнчӗҫ.

 Культура ҫуртне  килнисем тулли кӑмӑлпа  килӗсене саланчӗҫ.

Ильсеяр Зиатдинова.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *