Четверг, 19 сентября

Професси енчен чи лайӑххисене палӑртӗҫ

Професси енчен чи лайӑххисене палӑртӗҫ

Ӗҫре пысӑк кӑтартусем тунӑшӑн, профессионализмшӑн, округри предпирятисемпе организацисен чи лайӑх ӗҫченӗсене тупса палӑртас тата хавхалантарас тӗллевпе, 2023 ҫулхи ӗҫ-хӗле пӗтӗмлетсе Комсомольски муниципаллӑ округӗн администрацийӗ «Професси енӗпе чи лайӑххи» конкурс ирттернине  пӗлтерет.

Ҫак номинацисем пулаҫҫӗ% «Чи лайӑх муниципалитет служащийӗ», «Чи лайӑх староста», «Ӳсен-тӑран ӳстерекен чи лайӑх ӗҫчен», «Выльӑх-чӗрлӗх пӑхакан чи лайӑх ӗҫчен», «Чи лайӑх фермер», «Чи лайӑх механизатор», «Апат-ҫимӗҫ хатӗрлекен сферӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Чи лайӑх ветеринари ӗҫченӗ», «Чи лайӑх экономист-бухгалтер», «Чи лайӑх предприниматель», «Обществӑлла апатланӑвӑн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Чи лайӑх суту-илӳ ӗҫченӗ», «Ҫул-йӗр хуҫалӑхӗн чи лайӑх ӗҫченӗ», «Чи лайӑх вӗрентӳ ӗҫченӗ», «Чи лайӑх медицина ӗҫченӗ»,  «Чи лайӑх культура ӗҫченӗ», «Социаллӑ сферӑри чи лайӑх ӗҫчен», «Чи лайӑх спортсмен», «Чи лайӑх участковӑй».

Документсене февралӗн 14-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Вӗсене округ администрацийӗн ял хуҫалӑх, экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен пайне ҫак адреспа памалла: Комсомольски ялӗ, Заводская урамӗ, 57-мӗш ҫурт, 55-мӗш кабинет. Ыйтусем пулсан  8(83539)5-14-15, 5-15-67 номерсемпе шӑнкӑравласа ыйтса пӗлме май пур. Электронлӑ почта адресӗсем — koms_econom3cap. ru, koms_agro446сap.ru.

Конкурса ҫак документсене тӑратмалла: ходатайство, кандидатӑн биографийӗ, характеристика, унӑн ҫитӗнӗвӗсемпе тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсем ҫинчен кӗскен ҫырса кӑтартни. Ӑна предприяти, учреждени е организаци ертӳҫин алӑ пусса ҫирӗплетмелле.  Кашни номинацире ҫӗнтерӳҫӗне конкурс комиссийӗ палӑртать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *