Ӗҫлес текене патшалӑх пулӑшать

Ӗҫлес текене патшалӑх пулӑшать

«Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство» наци проекчӗ «Хӑй тӗллӗн ӗҫлекенсене пулӑшасси», «Ӗҫе пуҫӑнакан предпринимательсене пулӑшасси», «Бизнеса аталантарма пулӑшасси» проектсенчен тӑрать. Вӗсен тӗп  тӗллевӗ — Раҫҫейре тӗрлӗ шайри предпринимательствӑна аталанма ҫулсем уҫса парасси.

Кӑҫалхи январӗн 1-мӗшӗ тӗлне пирӗн округра пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствӑн 2050 субъекчӗ шутланса тӑнӑ. Вӗсенчен 112-шӗ — пӗчӗк предприятисем, 638-шӗ — уйрӑм предпринимательпе хресчен-фермер хуҫалӑхӗсем, 1300  ытла хӑй тӗллӗн ӗҫлекен.

Паянхи кун округра бизнеса аталантармалли инвестицин 9 площадки ӗҫлет.

Иртнӗ ҫул округри пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство субъекчӗсем инвестициллӗ 3 проекта 25,3 миллион тенкӗлӗх ӗҫе кӗртнӗ. З.М.Сафиуллин 110 пуҫ вырнаҫмалӑх ҫемье ферми хута янӑ, И.И.Пахалов  ҫӗрулми упрамалли хранилищӗпе кормоцеха реконструкциленӗ, «Урожай» колхоз тырӑ хумалли склада юсанӑ. Производство объекчӗсене ҫӗнетсе модернизацилеме, ял хуҫалӑх техники тата оборудовани туянма 113,5 миллион тенкӗпе усӑ курнӑ.

Комсомольски округӗн территорийӗ  урлӑ  М-12 трасса иртсе каять. Ун таврашӗ пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствӑн хӑш-пӗр енӗсене  аталантарма май парать. Ҫунтармалли-сӗрмелли материалсен заправкисем, гостиницӑсем, кафесем, техника обслуживани пункчӗсем тата ытти объектсем тума май пур. Ҫавӑн пекех туризма аталантарас енӗпе те пысӑк пӗлтерӗшлӗ.

Кӑҫал 78,2 миллион тенкӗлӗх инвестициллӗ 4 проект ӗҫе кӗртме палӑртнӑ. Р.М. Шарафутдинов тырӑ склачӗ, «Ак Тай» СППССК выльӑх пусса тирпейлемелли тата аш-какай хатӗрлемелли цех тӑвасшӑн, «Восток» ял хуҫалӑх кооперативӗ  300 пуҫ ӗне сумалли зала модернизацилесшӗн, «Рассвет» ял хуҫалӑх кооперативӗ силос хумалли шӑтӑк хута ярасшӑн.

Чӑваш Республикин гаранти фондӗнчен округри пӗчӗк тата вӑтам предпринимательствӑн 9 субъекчӗ 46,550 миллион тенкӗлӗх кредит илнӗ. Чӑваш Енӗн пӗчӗк тата вӑтам бизнес  аталанӑвӗн  агентстви 16 субъекта 49,70 миллион  тенкӗлӗх пулӑшу панӑ.

 Наци проекчӗ укҫа-тенкӗ енчен ҫеҫ мар, консультацисем, вӗрентӳсем урлӑ та хӑйсен ӗҫне тытӑнас текенсене пулӑшмаллине палӑртать. Округри 40 яхӑн предприниматель  ЧР «РБИ» автономлӑ учреждени урлӑ консультацисем илнӗ.

Ҫӳлерех палӑртнӑччӗ ӗнтӗ, «Пӗчӗк тата вӑтам предпринимательство» наци проекчӗ хӑй тӗллӗн ӗҫлес текенсене те пысӑк пулӑшусем палӑртнӑ. Выльӑх-чӗрлӗх отраслӗпе  илсен, сӗт туса илес енӗпе тӑрӑшас текенсене ӗнесем, качакасем илме, ӳсен-тӑран отрасльне аталантарас тӗллевсем пулсан удобренипе техника туянма укҫа-тенкӗ парать. Пыл хурчӗ тытас текенсене те пулӑшу пур.

Юрий ГАВРИЛОВ.   

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *