Округ администрацийӗ ҫирӗплетнӗ графикпа килӗшӳллӗн, февраль уйӑхӗнче территори уйрӑмӗсенче граждансен пухӑвӗсем пыраҫҫӗ. Йӳҫ Шӑхальсемпе Юнтапасем пухӑва февралӗн 7-мӗшӗнче пуҫтарӑнчӗҫ.
Шурут территори уйрӑмӗн начальникӗ Сергей Маштанов 2023 ҫулта пурнӑҫланӑ ӗҫсем пирки отчет туса пачӗ. Паянхи куна пилӗк ялта пурӗ 788 хуҫалӑх, вӗсенче 1404 ҫын пурӑнать. Ку тӑрӑхра демографи лару-тӑрӑвӗ аван тесе калаймӑн, ҫулталӑкра 2 ача ҫеҫ кун ҫути курнӑ, 29 ҫын вилнӗ.
Ял хутлӑхне хӑтлӑлатас енӗпе ҫӗршыв, республика шайӗнче йышӑнакан тӗрлӗ программӑна пурнӑҫа кӗртес тесе кунта тӑрӑшуллӑ ӗҫлеҫҫӗ. Вӗсем ҫинчен эпир хаҫатӑн ҫитес номерӗсенчен пӗринче ятарлӑ страницӑра тӗплӗнрех каласа парӑпӑр. Хӑйсен ӗҫӗ-хӗлӗпе культура ӗҫченӗсем, ветеринари врачӗ паллаштарчӗҫ.
Пуху ӗҫне Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин хутшӑнчӗ, ял ҫыннисен ыйтӑвӗсем ҫине хуравларӗ, хальхи вӑхӑтри ҫивӗч проблемӑсем ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вырӑнта пурӑнакансене кулянтараканни нумай. Пуху Йӳҫ Шӑхалӗнчи культура ҫуртӗнче иртрӗ. Унта ӗҫлекенсене ҫивитти шӑтса пӗтни, ҫумӑрлӑ ҫанталӑкра шыв анни пӑшӑрхантарать. Территоринчи икӗ клуб паян кун та ҫӗр кӑмӑрӑкӗпе ӑшӑнать. Пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисне юсас, ун патне илсе пыракан ҫула сарас ыйтусене те кунти халӑх пӗрремӗш хут мар ҫӗклет. Кунсӑр пуҫне, «Калинино — Батырево — Яльчики» республика пӗлтерӗшлӗ ҫулӑн ялсем витӗр тухакан лаптӑкӗ ҫинче лампочкӑсем ҫукки те хӑрушсӑрлӑх кӑларса тӑратать. Николай Никандрович пур ӗҫе тума та проект кирлине аса илтерчӗ, вӑл ҫул сарассине тӗллевлӗ программӑна кӗртме пулӑшасса пӗлтерчӗ. Пӗтӗмӗшле практика врачӗн офисӗн реконструкцийӗ вара 2025 ҫулхи планра пур.
Пухӑва килнисем администрацин экономика, пурлӑх тата ҫӗр хутшӑнӑвӗсен тӗп специалист-экспертне О.П.Козинӑна, патшалӑх пушар надзорӗн инспекторне А.А.Симукова, полицин участокри уполномоченнӑйне И.И.Гайнетдинова, Комсомольски больницин тӗп врачӗн ҫумне Т.Н.Жуковӑна, РФ социаллӑ фончӗн пирӗн округри клиент службин начальникне Н.В.Юмановӑна, ЧР ҫар комиссариачӗн контрактсемпе ӗҫлекен сотрудникне А.С.Иванова та тимлесе итлерӗҫ. Хӑйсене интереслентерекен самантсем пирки ыйтса пӗлчӗҫ.
Шурут, Тутар Шурут тата Шурут-Нурӑс ялӗсенчи граждансен пухӑвӗ февралӗн 8-мӗшӗнче пулнӑ, унта та пӗлтерӗшлӗ ыйтусене пӑхса тухнӑ.
Любовь ШУРЯШКИНА.