Йӑлана кӗнӗ тӑрӑх, ҫулталӑк вӗҫленсен ЗАГС органӗсем чи пӗлтерӗшлӗ кӑтартусене пӗтӗмлетеҫҫӗ.
Пӗлтӗр муниципаллӑ округ территорийӗнче 136 пепке ҫут тӗнчене килнӗ, ҫав шутра Урмаел, Комсомольски территори уйрӑмӗсенче ытларах «ҫӗнӗ кайӑк» вӗҫсе килнӗ. 2022 ҫулта 151 ача ҫуралнӑ пулнӑ.
Шел пулин те, вилекенсен шучӗ пысӑк. Пӗлтӗр пурӗ 311 ҫын пурнӑҫран уйрӑлнӑ. 2022 ҫултипе танлаштарсан ҫакӑ 23 ҫын сахалрах.
Пӗлтерӗшлӗ пулӑм — ҫӗнӗ ҫемье чӑмӑртанни. Округра пӗлтӗр пурӗ 75 хут Мендельсон маршӗ янӑранӑ. 56 мӑшӑр, ҫав шутра 46-шӗ суд урлӑ, уйрӑлнӑ.
Ольга ФЕДОТОВА.