Суббота, 7 сентября

Юр ҫуни, ҫил-тӑман чылай чӑрмав кӳчӗ

Январӗн 19—21-мӗшӗсенче Атӑлҫи регионӗнче вӑйлӑ ҫил-тӑман алхасрӗ.

 Пирӗн округра пурӑнакансен умне те ҫав кунсенче тӑтӑшах юр ҫуса тӑни чылай чӑрмав кӑларса тӑратрӗ. Ял урамӗсене, округ, республика тата ҫӗршыв пӗлтерӗшлӗ ҫулсене юр хӳсе лартрӗ, автотранспорт юхӑмне чӑрмав кӳчӗ. Аслӑ  ҫул ҫинче инҫе ҫула ҫӳрекен пысӑк фургонлӑ автомашинӑсем ҫула тухаймасӑр ларнӑ. Округ администрацийӗ вӗсен водителӗсене пулӑшу парса вӗри апатпа тивӗҫтерессине йӗркеленӗ.

Округ территорийӗнче юртан тасатас тӗлӗшпе муниципаллӑ 20 ытла техника хатӗрӗ тӑрӑшрӗ. Унсӑр пуҫне уйрӑм ҫынсен тракторӗсем те юр уҫас ӗҫе хутшӑнчӗҫ. Пурте пӗрле вӑй хурса юр «тыткӑнӗнчен» хӑтӑлма май килнӗ. Халӗ ҫулсем тӑрӑх транспорт хатӗрӗсем ҫӑмӑллӑнах кирлӗ ҫӗре ҫитме пултараҫҫӗ.

Юр вӗҫтерсе уйрӑм ҫынсен хапхисем, обществӑлла ҫурт-йӗр умне те тултарса лартнӑ. Вӗсене тасатма ҫынсем кӗреҫесемпе  тухнӑ. Уйрӑм пӳртсенче пурӑнакансем ҫеҫ мар, нумай хваттерлӗ ҫуртсенче тӗпленнисем те ҫак кунсенче  аллисене ӗҫ хатӗрӗсем тытнӑ. «Куҫ хӑрать те ал тӑвать», теҫҫӗ халӑхра. Пурте тӑрӑшнипе ҫулсем те, хапха умӗсем те тасалса тирпейленчӗҫ.

Юрий ГАВРИЛОВ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *