2024 ҫулта Ҫемье ҫулталӑкне ирттерекен йӗркелӳ комитечӗ «Наци приоритечӗсем» АНО команди хатӗрленӗ ҫулталӑкӑн официаллӑ логотипне тата фирма стильне ҫирӗплетнӗ.
«Икӗ пайран тӑракан чӗре ӳкерчӗкӗ икӗ шӑпана кӑтартать, вӗсем ҫынсем пурнӑҫа малалла тӑсас, ӑна ытти ӑрусене парас тесе пӗрле пулма йышӑну тӑваҫҫӗ. Дизайн-концепцире эпир пӗр-пӗринпе ҫыхӑннӑ икӗ акӑш сӑнарӗпе усӑ куртӑмӑр, вӗсен кӳлеписем чӗрене пӗрлешеҫҫӗ. Вӗсем ҫулсем витӗр тухнӑ юрату ҫирӗп те вӑйлӑ пулнине пӗлтереҫҫӗ», — тенӗ «Наци приоритечӗсем» АНО генеральнӑй директорӗ, Ҫемье ҫулталӑкӗн оргкомитечӗн пайташӗ София Малявина.
Логотипа сенкер тата шупка хӗрлӗ тӗссемпе пурнӑҫланӑ.