Кӑҫал Чӑваш Енре экологи тата ҫутҫанталӑкпа перекетлӗ усӑ курассин ҫулталӑкӗ тесе палӑртнӑ. Пирӗн округри ҫынсем хӑйсем пурӑнакан тавралӑх ешертӗр тесе унччен те нумай тӑрӑшнӑ. Ҫутҫанталӑка юратасси мӗн пӗчӗкрен пулса пымалла. Ҫакна ача садне ҫӳрекенсем те, шкулсенче вӗренекенсем те лайӑх ӑнланаҫҫӗ. Вӗсем ырӑ ӗҫсем тума яланах хатӗр.
Мӗн пӗчӗкрен вӗрентмелле
Хӗлле тата ҫуркунне эпир ешӗл йывӑҫ-курӑкшӑн тунсӑхласа ҫитетпӗр. Ҫакна шута илсе «Колосок» ача садӗнче ӗҫлекенсем пӗчӗккисемпе пӗрле «Чӳрече янаххи ҫинчи чи лайӑх пахча» конкурс ирттерме шутланӑ. Ачасем ещӗксене тӑпра тултарса унта тӗрлӗ пахча-ҫимӗҫ вӑррисем акнӑ. Воспитательсем вӗсене ӳсен-тӑран ӳстӗр тесен мӗнле условисем кирлине ӑнлантарса панӑ. Пулӑхлӑ тӑпра, шыв, ӑшӑ, ҫутӑ — чи кирлӗ япаласем. Вӗсемсӗр вӑрлӑх ниепле те аталанаймасть. Ачасене мӗн пӗчӗкрен вӑл е ку ҫимӗҫ мӗнле ӳснине, аталаннине хӑйсен куҫӗсемпе курма май пани пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Ҫутҫанталӑка, ҫӗр ӗҫне юратасси ҫакӑнтан пуҫланать те ӗнтӗ.