Тӑван чӗлхе. Анне панӑ чӗлхе. Ҫак ӑнлавсене пӗрлештерсе тӑраканни — чӑваш чӗлхи. Унран хаклӑраххи, ҫывӑхраххи ял ачисемшӗн пулмалла та мар пек. Ӗмӗртен аталанса, ламран лама куҫса пырса паянхи куна ҫитнӗ вӑл. Хӑйӗн янравлӑхӗпе пуянлӑхне ҫухатман. Вӑл чӗлхепе пирӗн несӗлсем калаҫнӑ, юрӑ-сӑвӑ хывнӑ.
Шел пулин те, халӗ ашшӗ-амӑшӗ ачисене мӗн пӗчӗкрен вырӑсла калаҫтарма тӑрӑшать. Ҫакӑ шкулта чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсен умне хушма йывӑрлӑхсем кӑларса тӑратать. Пирӗн тӗллев — вӗсене тӑван чӗлхене юратма вӗрентесси. Ачасен пӗлӗвӗ анлӑ та тарӑн пултӑр тесен тӗрлӗ мелсемпе, меслетсемпе, кӑтарту хатӗрӗсемпе анлӑрах усӑ курмалла. Ҫакна шута илсе уроксенче пултарулӑх ӗҫӗсем, вӑйӑсем урлӑ вӑл е ку темӑна уҫса пама тӑрӑшатӑп. Вӗреннӗ правилӑсене нумайлӑха асра хӑварма, шухӑшлава аталантарма пултарулӑх ӗҫӗсем ытларах ирттеретӗп. Ачасене тӗрӗс ҫырма вӗрентес, ҫыру чӗлхине кулленех аталантарса пырас тӗлӗшпе кашни урокрах ҫыру ӗҫӗсем пулни пысӑк пӗлтерӗшлӗ тесе шутлатӑп. Ҫак тӗллевпе 8—10 минут уйӑрма пулать.
Сасӑпа вулани аван. Илемлӗ вулама тӑрӑшакан ача произведенине лайӑхрах, тӗплӗнрех ӑнланса пырать, чӑвашла тӗрӗс калаҫма хӑнӑхать. Ҫавӑнпа та «Чи лайӑх вулакан» конкурс ирттерме пулать. Унта ачан таса вулама тӑрӑшнипе пӗрлех пусӑма, интонацие, сӑмахсене тӗрӗс калассине пӑхӑнмалла. Апла пулсан, ҫаксем ӑна орфоэпи правилисене тӗплӗнрех вӗренме хистеҫҫӗ.
Тӑван чӗлхене юратма вӗрентес ӗҫре ачасене калавсем ҫыртарни те пысӑк пулӑшу парать. Вӗренекенсене хӑйсен пурнӑҫӗнчи асра юлнӑ самантсем пирки ҫыртарни вӗсен шухӑшлавне аталантарма пулӑшмалла.
Ачасене ӑмӑртмалли вӑйӑсем питӗ килӗшеҫҫӗ. «Кам хӑвӑрт утать?», «Кам нумайрах сӑмах калать?» вӑйӑсене уроксенче хаваспах вылятпӑр. Вӑйӑ йӗрки ҫапла: ачан кашни утӑм тумассерен малтанах палӑртнӑ япалапа е пӗр-пӗр ӗҫпе ҫыхӑннӑ сӑмахсем каласа пымалла. Пӗр сӑмаха тепӗр хут усӑ курма юрамасть. Ку уйрӑмах пайӑр япала ячӗ ҫинчен вӗренннӗ чухне лайӑх.
Кашни урокрах вӗрентекенӗн ачасен вӗренес кӑмӑлне ҫӗклеме тӑрӑшмалла, вӗсене илӗртӳллӗрех йӗркелемелле. Ҫав мелсенчен пӗри — дидактика вӑййисем. Вӗсем ӑс-тӑна аталантараҫҫӗ, тавҫӑрулӑхпа тимлӗхе ӳстереҫҫӗ. Вӑйӑсенсенче ачасем пӗр-пӗринпе кӑмӑллӑн хутшӑнаҫҫӗ, калаҫу чӗлхине ҫирӗплетеҫҫӗ, вӗренекенсен хастарлӑхӗ те ӳсет. Палӑртнӑ ӗҫе хӑвӑртрах пурнӑҫлассишӗн, ыйтӑва маларах хуравлассишӗн ӑнтӑлни ачасен шухӑшлавне ҫивӗчлетет, ытларах калаҫма-ҫырма хистет. Вӗсемсӗр пуҫне вӑйӑсенче шкул ачи умри йывӑрлӑхсене ҫӗнтерме, хӑйне хӑй тытма, юлташӗсене пулӑшма хӑнӑхать. Ҫавна май ушкӑнлӑх туйӑмӗ те аванах аталанать. Вӗсемех грамматика пӗлӗвне тарӑнлатма, чӗлхен шалти саккунӗсене, кӑткӑс пулӑмӗсене асӑрхама, тӗрӗс ҫырма тата калаҫма пулӑшаҫҫӗ.
Вӑйӑ ирттернӗ чухне тӗрлӗ дидактика хатӗрӗсемпе (ӳкерчӗксемпе, карточкӑсемпе, таблицӑсемпе, карттӑсемпе, сӑвӑ йӗркисемпе, тупмалли юмахсемпе, ваттисен сӑмахӗсемпе т.ыт.те) усӑ куратӑп. Ҫав материалсене шкул ачисемпе пӗрле хатӗрлетпӗр.
Лӑпкӑ вӑйӑсене урокӑн кирек хӑш тапхӑрӗнче те ирттерме пулать, тӗрлӗ хусканусемпе ҫыхӑннисене урок вӗҫнелле хӑварма тӑрӑшатӑп. Ку вӑхӑтра ачасен ӗҫлес кӑмӑлӗ чакса пырать, вӑйӑ вара вӗсене тепӗр хут хавхалантарса ярать.
Паянхи вӗренекенӗн тавра курӑмӗ тата ӑс-тӑн аталанӑвӗ ҫӳллӗ шайра. Ҫавӑнпа та вӗсене мӗнпе те пулсан кӑсӑклантарас тесен ҫӗннипе, урӑхларах мелсемпе усӑ курмалла.
Чи кирли — ачасене тӑван чӗлхе хакне ӑнланма пулӑшни. Хамӑр халӑхпа, унӑн йӑли-йӗркипе мухтанма, хӑпартланма пултарсан ҫеҫ вӗсем чӑваш чӗлхине юратма пултарӗҫ. Пирӗн, вӗрентекенсен, вӗсене шкул саккинчен чӑваш халӑхне, чӗлхине, культура пуянлӑхне хисеплекен, юратакан, мухтанакан ҫынсем туса кӑларасси тӗп тивӗҫ пулса тӑрать.
Любовь Тарасова,
Шурут вӑтам шкулӗн вӗрентекенӗ.