Сертификатсем панӑ

Ачасем — пирӗн пуласлӑх, тетпӗр. Шел пулин те, пирӗн хушӑра ашшӗ-амӑшӗсӗр ҫитӗ- некенсем те пур. Вӗсене патшалӑх мӗн пӗчӗкренех пулӑшу пама тӑрӑшать. Ҫитӗнсе ҫитсен ҫурт-йӗрпе тивӗҫтерет.

Ҫак кунсенче округ пуҫлӑхӗ Николай Раськин Анастасия Годуновӑна, Дмитрий Митрофанова тата Валерий Куртаманова пурӑнмалли ҫурт-йӗр илме май паракан социаллӑ тӳлевпе тивӗҫтернине ӗнентерекен сертификатсене савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура панӑ. Ҫамрӑксене Николай Никандрович  ӑнӑҫу  суннӑ. Патшалӑх пулӑшӑвӗ вӗсене пурӑнмалли кӗтеслӗ пулма май панине палӑртнӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *