Литература музейĕнче Лаврентий Таллерова халалланă курав уçăлĕ


Чăваш АССР халăх çыравçи Лаврентий Таллеров çуралнăранпа 95 çул çитнине халалланă курав «Калав ăсти те, сумлă романист та» ятпа иртĕ. Мероприяти кăрлач уйăхĕн 29-мĕшĕнче 14 сехетре пуçланĕ. Экспозицире çыравçăн кĕнекисем, сăн ÿкерчĕкĕсем, ал çырăвĕсем, докуменчĕсем, наградисем т.ыт.те вырăн тупĕç. Çавăн пекех унăн 90-мĕш çулсенчи ĕç пÿлĕмне курма пулĕ. Курава хатĕрлеме Чăваш наци музейĕнчи, Л.В. Таллеровăн çемйин фондĕнчи тата хĕрĕ Татьяна Максимова патĕнче упранакан япаласемпе усă курнă.

✍️Палăртмалла: Лаврентий Таллеров Комсомольски районĕнчи Нĕркеç ялĕнче 1929 çулхи кăрлачăн 27-мĕшĕнче çуралнă. Комсомольски районĕн «Октябрь ялавĕ» хаçатĕнче, «Коммунизм ялавĕ» республика хаçатĕнче ĕçленĕ. «Тăван Атăл» журналăн яваплă секретарĕ, тĕп редакторĕн çумĕ, унтан тĕп редакторĕ пулнă. Чăвашрадио корреспондентĕнче те тăрăшнă. Çемен Элкер ячĕллĕ преми лауреачĕ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *