Кашни вӗренекенех пӗлмелле

«Хӗрлӗ кӗнекене» сайра тӗл пулакан тата пӗтме пултарас хӑрушлӑх пур чӗрчунсемпе                       ӳсен-тӑрана кӗртнӗ. Ӑна пуҫласа 1963 ҫулта Пӗтӗм тӗнчери ҫутҫанталӑка юратакансен союзӗ пуҫтарса хатӗрленӗ. Ун хыҫҫӑн тепӗр 15 ҫултан пирӗн ҫӗршывра та «Хӗрлӗ кӗнеке» кун ҫути курнӑ. Вӑл икӗ пайран тӑнӑ: «Тискер кайӑксем» тата «Ӳсен-тӑрансемпе кӑмпасем».  Каярахпа кашни 10 ҫулта ӑна ҫӗнетсе пынӑ.

Нумаях пулмасть Чӑваш Республикинчи «Хӗрлӗ кӗнекен» ҫӗнӗ кӑларӑмӗ пичетленсе тухнӑ. Унта 229 чӗрчунпа 49 вӗҫен кайӑка кӗртнӗ. Вӗсене патшалӑх хӳтӗлет. Ҫутҫанталӑк тусӗсен те вӗсене упрас тесе ҫине тӑмалла.

Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел вӑтам шкулӗнчи 5—7 классенче вӗренекенсемпе те «Хӗрлӗ кӗнеке» темӑпа экоуроксем ирттертӗм. Вӗренекенсене малтанах «Хӗрлӗ кӗнеке» пӗлтерӗшӗ тата унта кӗртнӗ чӗрчунсемпе ӳсен-тӑран пирки каласа патӑм. Кайран вӗсемпе вӑйӑ йӗркелерӗмӗр. Асӑннӑ кӗнеке пирки тата вӑл мӗн ҫинчен каласа панине пӗлес  тесе конкурс-вӑйӑ ирттертӗм. Вӑл вӗренекенсем асӑннӑ материала лайӑх ӑнланнине кӑтартса пачӗ.

«Хӗрлӗ кӗнекене» кӗртнӗ чӗрчунсемпе  ӳсен-тӑрансене пурнӑҫра курма тивсен те ачасем вӗсене хӳтӗлеме хатӗр пуласси пирки иккӗленместӗп. Ҫак кӗнекене кашни вӗренекенӗнех пӗлмелле.

М.Тишова,

хими тата биологи учителӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *