Суббота, 7 сентября

Ҫулталӑк пуҫламӑшӗнчи Пӗрлехи информкун иртрӗ

Январӗн 17-мӗшӗнче пирӗн округра Пӗрлехи информаци кунӗ иртрӗ. Информушкӑн йышӗнче Комсомольски муниципаллӑ округ пуҫлӑхӗн ҫумӗ Альберт Кузьмин, Чӑваш Республикин физкультурӑпа спорт министрӗ Василий Петров, округ Пухӑвӗн депутачӗсем пулчӗҫ. Вӗсем округ администарцийӗн ӗҫченӗсемпе, физкультура учителӗсемпе, тренерсемпе тӗл пулчӗҫ.

Пӗрлехи информаци кунӗн йӗркинчи пӗрремӗш ыйтупа В.В.Петров министр сӑмах илчӗ, Чӑваш Енре физкультурӑпа спорта аталантарас енӗпе мӗнле ӗҫсем туни ҫинчен тӗплӗн каласа пачӗ. Республикӑра пурӑнакансен 52,2 проценчӗ сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пырать. Массӑллӑ спорта уйрӑмах пысӑк тимлӗх уйӑраҫҫӗ. Ҫакна Спорт декадине, Раҫҫей йӗлтӗр йӗрне, Нацисен кросне, Хӗллехи спорт тӗсӗсен кунне тата ыттисене ҫулсерен ытларах та ытларах ҫын хутшӑнни те ҫирӗплетсе парать. 2014 ҫултанпа кашни уйӑхра Сывлӑх кунӗнче спорт объекчӗсене тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

Шкул ачисемпе ҫамрӑксене спорт занятийӗсене ытларах явӑҫтарассинче «Волейбол — в школу», «Баскетбол — в школу», «Мини-футбол — в школу», «Самбо — в школу» проектсен, «Школьная волейбольная лига» чемпионатӑн, «Золотая шайба», «Президентские состязания» тата ытти ӑмӑртусен витӗмӗ пысӑк.

Республикӑри халӑха сывӑ пурнӑҫ йӗркипе пурӑнма хӑнӑхтарасси тӗп тӗллевсенчен пӗри шутланать. Предприятисемпе организацисен ертӳҫисем хӑйсен ӗҫченӗсен сывлӑхне ҫирӗплетесси ҫине ытларах та ытларах тимлӗх уйӑрни палӑрать.  Пӗтӗмӗшле илсен, 258,5 пин ӗҫлекен ҫын физкультурӑпа тата спортпа туслӑ.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗн 2020 ҫулхи 210 №-лӗ хушӑвӗ аслӑ ӳсӗмри ҫынсене те спорт сооруженийӗсене ҫӳреме майсем туса парасси ҫинчен калать. Асӑннӑ указа пурнӑҫласа 2020 ҫулхи сентябрьтен пуҫласа республикӑри тата муниципалитетсенчи спорт учрежденийӗсенче ҫын сахалрах пулнӑ вӑхӑтра аслӑ ӳсӗмрисем валли тӳлевсӗр занятисем йӗркеленӗ.

Ачасемпе ҫамрӑксене ҫарпа спорт, патриотла воспитани памалли тухӑҫлӑ хатӗр — ГТО комплексне пурнӑҫласси. 9 ҫул хушшинче унта Чӑваш Енри 294 пин ытла ҫын хутшӑннӑ.  ГТО нормативӗсене пурнӑҫлассине йӗркелеме юлашки ҫулсенче Чӑваш Республикин муниципаллӑ пӗрлӗхӗсенче 23 площадка туса хунӑ.

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ командисене 2023 ҫулта Чӑваш Республикин 272 представителӗ кӗнӗ, малтанхи ҫулпа танлаштарсан ҫакӑ 13,8 процент ытларах. Пирӗн спортсменсем иртнӗ ҫул Пӗтӗм Раҫҫейри тата Пӗтӗм тӗнчери ӑмӑртусенче 1815 медаль ҫӗнсе илнӗ.  Чӑваш Енре спорт шкулӗсенче тата регионти спорт федерацийӗсенче спортӑн хӗллехи тата ҫуллахи 31 тӗсӗ (пурӗ 59) аталанать, вӗсенче 32705 спортсмен хатӗрленет. 15948 спортсменӑн спорт разрячӗсемпе ятсем пур. Тава тивӗҫлӗ 2 спорт мастерӗпе, тӗнче класлӑ 19 спорт мастерӗпе, 118 спорт мастерӗпе, спорт мастерӗн 516 кандидачӗпе эпир чӑннипех те мӑнаҫланма пултаратпӑр. Кунсӑр пуҫне, 877 спортсмен пӗрремӗш разряд нормативне тултарнӑ, 14416 спортсмена массӑллӑ разрядсем панӑ.

2020—2023 ҫулсенче спорт инфратытӑмне аталантарас енӗпе Чӑваш Енре анлӑ ӗҫ туса ирттернӗ. Асӑннӑ тапхӑрта пӗтӗмпе 48 спорт объекчӗ тунӑ е реконструкциленӗ. Вӗсенчен чи пысӑккисем — 15 футбол уйӗпе стадион, Элӗкри 25 метрлӑ бассейн, «Унга» физкультурӑпа сывлӑх комплексӗ, уҫӑ йышши физкультурӑпа сывлӑх 4 комплексӗ, хоккей енӗпе республикӑри спорт шкулӗ валли ятарлӑ тренажер залӗ. 2023 ҫулта «Волга» стадиона юсаса ҫӗнетес тата «Ҫӗнӗ хула» микрорайонта искусствӑлла пӑрпа витнӗ катока тӑвас ӗҫ вӗҫленнӗ. Асӑннӑ спорт объекчӗсем республикӑра пурӑнакансем валли 2024 ҫулта хӑйсен алӑкӗсене уҫӗҫ. 2023 ҫулта пӗлтерӗшлӗ икӗ объект — хӗллехи спорт тӗсӗсен центрӗ валли йӗлтӗр трасси, республикӑри Футбол шкулӗ ҫумӗнче Чӑваш Енре пӗрремӗш футбол манежӗ тума тытӑннӑ. Асӑннӑ объектсене тӑвасси 2024 ҫулта вӗҫленӗ. Кӑҫал Олимп резервӗн спорт шкулӗн бассейнӗн авариллӗ ҫурчӗ вырӑнӗнче Шыв спорчӗн тӗсӗсен керменне  те тума пуҫлама палӑртнӑ.

Округ администрацийӗн ял хуҫалӑх тата экологи пайӗн специалист-эксперчӗ Ремис Шарафутдинов кӑҫалхи Экологи культурипе ҫутҫанталӑка перекетлӗ усӑ курмалли ҫулталӑк пӗлтерӗшӗ ҫинче чарӑнса тӑчӗ. Вӑл ҫулталӑкӑн тӗллевӗсемпе, туса ирттерме палӑртнӑ ӗҫсемпе паллаштарчӗ.

Халӑх хушшинчи сасӑлав кӑтартӑвӗсем тӑрӑх, экологи культурин округри ҫулталӑк символӗ пулма «У Тимоши» ҫӑлкуҫа суйланӑ.

Комсомольски муниципаллӑ округӗнче 2024 ҫулта туса ирттермелли ӗҫсем шутне халӑха, ҫитӗнекен ӑрӑва экологи пӗлӗвӗ парассине, ҫынсем пурӑнакан вырӑнсене ешӗл сӑн, тирпей-илем кӗртессине, экологи тӗпчевӗсем тӑвассине, професси ӑсталӑхӗн конкурсӗсем йӗркелессине тата ыттине те кӗртнӗ.

Асанкасси ялӗнчи ҫӑлкуҫ тата Хирти Шӑхасанти Шӑхасан кӳлли — ҫутҫанталӑкӑн уйрӑмах сыхлакан территорийӗсен   шутӗнче.

 Тухса калаҫакансем пур ыйтупа та докладсене видео-, фотоматериалсемпе ҫирӗплетнӗ. Информаци ушкӑнӗн членӗсем тата Шупашкарти олимп резервӗн 2-мӗш спорт шкулӗн директорӗ Николай Лисин канашлу хыҫҫӑн «Кӗтне» ФСК-ра физкультура учителӗсемпе, тренерсемпе тӗлпулу ирттернӗ, вырӑнта пурӑнакансене, ҫитӗнекен ӑрӑва спорта ытларах явӑҫтарасси, йӗлтӗр спорчӗпе биатлона пирӗн округра аталантарассине сӳтсе явнӑ.

Любовь ШУРЯШКИНА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *