РФ Правительстви ял территорийӗсене тирпей-илем кӗртме уйӑракан патшалӑх пулӑшӑвӗн виҫине ӳстернӗ. Кун пирки калакан постановление Правительство Председателӗ Михаил Мишустин алӑ пуснӑ.
«Документпа килӗшӳллӗн, ял территорийӗсене тирпей-илем кӗртмелли пӗр проекта пурнӑҫлама федераци бюдтӗнчен уйӑрма пултаракан патшалӑх пулӑшӑвӗн чи пысӑк виҫине 2 млн тенкӗрен пуҫласа 3 млн тенкӗ таран ӳстернӗ. Ҫавӑн пекех ял территорийӗсене тирпей-илем кӗртессипе ҫыхӑннӑ мероприятисем валли региона паракан субсидин чи пӗчӗк виҫине 1 млн тенкӗрен пуҫласа 3 млн тенкӗ таран ӳстернӗ», — тесе палӑртаҫҫӗ ҫӗршыв Правительствин сайтӗнче.
Ӗҫе «Ял территорийӗсене комплекслӑ аталантарасси» патшалӑх программин шайӗнче туса пырӗҫ, ӑна ҫӗршыв президенчӗ хушнипе ҫирӗплетнӗ.
Чӑваш Республикин ял хуҫалӑх министрӗ, вице-премьер Сергей Артамонов пӗлтернӗ тӑрӑх, 2024 ҫулта Чӑваш Енре яла аталантармалли федераци программипе хӑтлӑх кӗртмелли 6 проект пурнӑҫламалла: Ҫӗрпӳ округӗнчи 5 ҫула юсӗҫ, Шупашкар округӗнчи ача-пӑча спортплощадкине хӑтлӑх кӳрӗҫ. Ун валли 14,5 млн тенкӗ пӑхса хӑварнӑ, ҫак шутран 9,8 млн тенки — федераци тата республика бюджечӗсенчен, 4 млн тенки — вырӑнти бюджетран, ҫавӑн пекех бюджет тулашӗнчи ҫӑлкуҫсенчен — 645 пин тенкӗ.