Четверг, 21 ноября

Ҫутӑ сӑнарӗ, ырӑ тӗслӗхӗ асран тухмӗҫ

Район пурнӑҫӗнче паллӑ вырӑн йышӑннӑ ҫынсем ҫинчен хаҫат страницисенче ҫутатса парасси тахҫантанпах йӑлана кӗнӗ. Ҫавӑн пек тума куҫ тӗлне пулнӑ сӑвӑри сӑмахсем те хистеҫҫӗ пулӗ тетӗп.

«Ыранхи кун мӗн кӗтет пире?—

Ырӑ ӗҫ тума ӗлкӗресчӗ. 

Турӑ ҫырса панӑ ӗмӗре

Чыслӑха сутмасӑр ирттересчӗ.

Хӑш-пӗри пересшӗн те чулпа,

Ҫӑкӑрпа ҫеҫ тавӑрасчӗ хирӗҫ.

Тӑрӑшар пулма таса чунпа,

Ҫыншӑн ҫын тӗрек пулмашкӑн тивӗҫ».

Паянхи сӑмах Д.А.Акчурин ҫинчен пулӗ, вӑл ҫут тӗнчене килнӗренпе кӑҫал 120 ҫул ҫитрӗ. Давыд Александрович Акчурин «Красный Октябрь» колхоза 22 ҫул ытла,  1937 ҫултан пуҫласа 1959 ҫулччен, ертсе пынӑ. Ҫак статьяна Акчуринсен ҫывӑх ҫыннисем пулӑшнипе тата «Хӑрпӑла пуҫламӑшӗнче» историллӗ кӗнекери материалсемпе усӑ курса хатӗрленӗ.

Давыд Александрович Акчурин 1903 ҫулхи июлӗн 12-мӗшӗнче Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче ҫуралнӑ. 1910—1914 ҫулсенче, тӑватӑ класлӑ шкултан вӗренсе тухсан, вӑл Мӑрат вулӑсӗнче ҫыру ӗҫне туса пынӑ. 1922—1930 ҫулсенче Аслӑ Ҫӗрпӳел ял Совечӗн секретарӗнче тӑрӑшнӑ.

1930 ҫулсенче ҫӗршывра коллективизаци юхӑмӗ анлӑ сарӑлать. Ҫак юхӑм Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялне те ҫитет. Ялти активистсем Давыд Акчурин, унӑн шӑллӗ Корнилий, ял ҫамрӑкӗсем Яков Петров, Герасим Сильвестров, Демьян Михайлов, Акулина Козлова, Семен Смирнов, Тимофей Щетинкин, Егор Чернов, Константин Макаров, Андрей Иванов, Василий Тарасов колхоз йӗркелеме ятарлӑ ушкӑн туса хураҫҫӗ. Асӑннӑ ушкӑн тӑрӑшнипе 1931 ҫулхи майӑн 17-мӗшӗнче ирттернӗ пухура ял хуҫалӑх артелӗ тума йышӑну кӑлараҫҫӗ, унӑн уставне ҫирӗплетеҫҫӗ, «Красный Октябрь» ят параҫҫӗ. Пӗрремӗш председательне Демьян Михайлова, счетоводне Давыд Акчурина суйлаҫҫӗ. Паллах, вӑл вӑхӑтра никамӑн та ятарлӑ пӗлӳ пулман. Апла пулин те вӗсем шанса панӑ ӗҫе тӑрӑшса туса пынӑ. Давыд 1934 ҫулта счетоводсем (бухгалтерсем) хатӗрлекен курсра пӗлӗвне ӳстерет, 1936 ҫулта колхоз руководителӗсен курсӗнче вӗренет. Д.А.Акчурин 1930—1937 ҫулсенче  счетовод тивӗҫне туллин пурнӑҫласа пырать. Ҫавӑнпах та пулӗ ӑна ял ҫыннисем колхоза ертсе пыма шанаҫҫӗ. Унӑн тӑрӑшулӑхӗ колхоз пурнӑҫӗнче уҫҫӑнах палӑрма тытӑнать. «Красный Октябрь» хуҫалӑх тухӑҫлӑрах ӗҫлени курӑнать. Ҫулталӑкри ӗҫ кӑтартӑвӗпе ӑна яланах Хисеп хӑми ҫине кӗртнӗ. Колхоз темиҫе хутчен те Мускаври ял хуҫалӑх выставкисене хутшӑнса хаклӑ парнесене тивӗҫнӗ. Мӗншӗнни паллӑ — «Красный Октябрь» ҫулсерен пысӑк тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтернӗ, патшалӑх умӗнчи тивӗҫне те кашни ҫулах палӑртнинчен чылай ӳстерсе пурнӑҫланӑ. Колхозниксене те ӗҫ кунӗпе тырӑ, пахчаҫимӗҫ парса пынӑ. Ял ҫыннин пурнӑҫӗ ҫулсерен лайӑхланни вӗсен ӗҫри хастарлӑхне ӳстерме пулӑшнӑ. Кашни килтех ӗне тытма пуҫланӑ, ытти выльӑх та сахалах мар пулнӑ.

Колхоз пуҫланнӑ малтанхи ҫулсенчех 60 ача вырнаҫмалӑх ача сачӗ туса лартни те ял пурнӑҫӗнче лайӑх улшӑнусемпе палӑрнӑ, мӗншӗн тесен ачасем садике  тӳлевсӗр ҫӳренӗ.

Хуҫалӑх ҫулран-ҫул ҫӗнӗ техника туяннӑ. Ҫӑнӑх авӑртмалли арман та, ҫӑм тапакан, кӗрпе ҫуракан машинӑсем те 20 лаша вӑйӗллӗ двигатель хӑвачӗпе ӗҫленӗ.

1941 ҫулхи июнӗн 22-мӗшӗнче ҫурхи ака-суха пӗтнӗ ятпа район центрӗнче пысӑк уяв иртнӗ. Ӗҫченсене парнесем парса чысланӑ. Ҫав кунах вара, кӑнтӑрла иртсен, нимӗҫ фашисчӗсем пирӗн ҫӗршыва тапӑнса кӗни ҫинчен радиопа пӗлтереҫҫӗ. Хӑрушӑ ҫулсем пуҫланаҫҫӗ, малтанхи кунсенчех вӑйпитти арҫынсене вӑрҫа илсе каяҫҫӗ, пӗтӗм ӗҫ хӗрарӑмсемпе шкул ачисем ҫине тиенет. Колхоз хӑйӗн пӗртен-пӗр автомашинине, 42 лашаран 29-ӑшне мӗнпур хатӗрсемпе фронта ӑсатать. Лаша ҫитменнипе колхозра вӑкӑрсене кӳлме пикенеҫҫӗ.

Вӑрҫӑ ҫулӗсенче  тӗп тӗллев фронта пулӑшасси пулнӑ. Ҫав тапхӑрта ял ҫыннисем фронта 4700 пӑт тырӑ, 15 кӗрӗк-пиншак, 80 мӑшӑр ҫӑматӑ, чылай алса-чӑлха панӑ. Давыд Александрович хӑй ӗҫлесе илнӗ тырӑран 200 пӑтне фронта парать, вӑрҫӑ техники валли 15 пин тенкӗ укҫан парса пулӑшать. Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗ Давыд Александровича Хисеп грамотипе наградӑлать.

Вӑрҫӑ пынӑ йывӑр ҫулсенче те «Красный Октябрь» колхоз районта малтисен ретӗнче пулнӑ. Кашни ҫулах ҫуракине кӗске вӑхӑтра ирттерсе пысӑк тухӑҫлӑ тырпул ҫитӗнтернӗ. Пуҫтарса илнин ытларах пайне патшалӑха ӑсатнӑ, апла пулин те колхозниксене ӗҫ кунӗ пуҫне кило ҫурӑ е икӗ кило таранччен уйӑрса панӑ. 

1950 ҫулта «Красный Октябрь» кӳршӗри «Сормово» колхозпа пӗрлешсе пысӑк хуҫалӑх пулса тӑрать. Колхоз председательне Давыд Александровича суйлаҫҫӗ. Пӗрлешнӗ хуҫалӑх аванах малалла аталанса пынӑ. Колхоз автомашинӑсем, ҫӗнӗ техника туяннӑ. 1952 ҫулта колхозниксен килӗсене радио кӗртнӗ, колхозӑн хӑйӗн радиоузелӗ пулнӑ.  Хуҫалӑхри ӗҫ-хӗле йӗркелессинче унпа анлӑ усӑ курнӑ. Колхоз ертӳҫисем, специалистсем, бригадирсем, ферма заведующийӗсем тӑтӑшах радиопа тухса калаҫнӑ.

1959 ҫулта «Красный Октябрьпе» «Дружба» колхозсем пӗрле кирпӗч заводне хута яраҫҫӗ, техника паркӗ те ӳссех пырать. Ку вӑхӑт тӗлне «Красный Октябрь» колхозӑн 9 трактор, 7 комбайн, 11 автомашина пулнӑ. Ҫак ҫулах 51 ҫемье ҫӗнӗ ҫурт туса лартнӑ, 60 килте ҫӗвӗ машинипе усӑ курнӑ.

1963 ҫулта Давыд Александровича персональнӑй пенси парас пирки йышӑну турӗҫ. Сывлӑхӗ майӗпен чакни палӑрчӗ пулсан та, вӑл ялти юлташла суда, колхозниксене пенси пама хатӗрлекен совета ертсе пычӗ.

Давыд Александровича виҫӗ хутчен Чӑваш АССР Верховнӑй Совечӗн Президиумӗн Хисеп грамотине парса чысланӑ, медальсемпе наградӑланӑ. Вӑл «Хисеплӗ колхозник» ята тивӗҫнӗ, ун ятне республикӑри Хисеп кӗнекине кӗртнӗ.

Василий ГАВРИЛОВ,

обществӑлла корреспондент.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *