Четверг, 21 ноября

Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ

Олег Николаев тӳрӗ лини ирттернӗ

Декабрӗн 22-мӗшӗнче Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев «Россия 24» телеканалпа Ҫӗнӗ ҫул умӗнхи  тӳрӗ лини ирттернӗ. Вӑл кӑҫалхи ҫулшӑн юлашки пулнӑ, 1 сехет те 30 минута тӑсӑлнӑ. Пурӗ 427 ыйту килнӗ, вӗсенчен 36-шне тӳрӗ эфирта хуравланӑ.  Тӳрӗ линие килнӗ ытти ыйтусене те пӑхса тухса хуравлама палӑртнӑ.

Халӑха ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнакансене тата вӗсен ҫемйисене пулӑшассипе, ҫӗнӗ вӗренӳ заведенийӗсем тӑвассипе, ҫулсене юсассипе, пурӑнмалли ҫурт-йӗр тата коммуналлӑ хуҫалӑх ӗҫӗ-хӗлӗпе, медицинӑпа, экологипе  ҫыхӑннӑ ыйтусем ытларах килнӗ.

Республика Пуҫлӑхӗ кӑҫалхи ҫул япӑх мар ӗҫленине палӑртнӑ май ҫитес ҫул та пурнӑҫламалли тӗллев чылай пулни ҫинчен каланӑ. Юлашки виҫӗ ҫулта 410 шкултан 105-шне тӗплӗн юсанӑ, ку  енӗпе малалла та ӗҫлес тӗллевлӗ. Ҫитес ҫул Советсен ҫуртне, Шупашкарти аэропорта юсассине вӗҫлемелле. Чӑх ҫӑмартисен хакӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва  хуравланӑ  май Олег Николаев республикӑри Муркашри чӑх-чӗп фабрикине модернизациленӗ хыҫҫӑн вӑл ҫулталӑкра 300 миллион ҫӑмарта кӑларакан шая ҫитессине палӑртнӑ. Тӳрӗ эфир вӗҫӗнче Олег Алексеев пурне те Ҫӗнӗ ҫул уявӗпе саламланӑ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *