Четверг, 21 ноября

Библиотека хӑй патне туртать

Библиотека хӑй патне туртать

Кӑҫалхи октябрӗн 19-мӗшӗнче Комсомольски ялӗнче Этнобиблиотека ӗҫлеме пуҫларӗ.  «Культура» наци проекчӗпе унта тӗплӗ юсав ӗҫӗсем ирттернӗ хыҫҫӑн вӑл илемленнӗ, хӑтлӑланнӑ. Округра пурӑнакансемшӗн библиотека чӑннипех те ӑс-хакӑлпа вӗрентӳ центрӗ пулса тӑчӗ. Унта халӗ кӗнекесем, хаҫат-журнал вулама ҫеҫ мар, тӗрлӗ мероприятисем ирттерме те пур услови те ҫителӗклӗ.

Библиотекӑна килекенсем  унӑн ҫӗнӗ дизайнӗ,  ӗҫӗ-хӗлӗ пирки мӗн шутлаҫҫӗ-ха?

Галина Николаевна Маркеева, Комсомольски ялӗнче пурӑнакан пенсионер:

— Тӗп библиотекӑна чылайранпа ҫӳретӗп. Кунти «Надежда» клубӑн ӗҫӗсене хастар хутшӑнатӑп. Библиотека ҫулран-ҫул лайӑхланса пынишӗн чунтан савӑнатӑп. Вӑл шалтан та, тултан та илемленчӗ, ҫӗнӗ кӗнекесемпе пуянланса пырать. Кунта хӑвна кирлӗ мӗнпур информацие илме май пур. Ҫакӑн пек условисем туса панӑшӑн Комсомольски муниципаллӑ округ администрацине, Чӑваш Республикин культура тата национальноҫсен ӗҫӗсен министерствине тав тумалла. Округри ытти вулакансем те ман шухӑшпа килӗшеҫҫӗ пулӗ тесе шутлатӑп.

Екатерина Васильевна Макарова, округ администрацийӗн бухгалтерӗ:

— Пирӗн округра ҫакӑн пек библиотека пурришӗн хӑпартланатӑп. Вӑл хӑйӗн хӑтлӑхӗпе илӗртет. Унта паянхи кун ыйтӑвӗсене тивӗҫтерекен оборудованипе техника вырнаҫтарнӑ. Библиотека халӑха нумай енлӗ пулӑшу парать. Кӗнеке фончӗ пуян та тӗрлӗ тематикӑллӑ. Унта ӗҫлекенсен квалификацийӗ пысӑк, вӗсем вулакансене кӑмӑллӑн кӗтсе илеҫҫӗ, кирлӗ литература суйласа илме пулӑшаҫҫӗ.

Никита Коновалов, Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗн-че 8-мӗш класра вӗренекен:

— Ҫакӑн пек библиотека уҫӑлни пирӗн ялшӑн пӗлтерӗшлӗ пулӑм тесе шутлатӑп. Кунта кӗнекесем вулама ҫеҫ мар, юлташсемпе тӗл пулса калаҫма, пӗр-пӗр мероприятие хутшӑнма  та майсем пур. Ҫӑмӑллӑнах хӑвна интереслентерекен информаци  тупатӑн. Компьютер пӗлӗвӗ енӗпе те аталанма майсем ҫителӗклӗ. Кунтах ятарлӑ шлем тата куҫлӑх тӑхӑнса виртуаллӑ чӑнлӑха та лекме пултаратӑн. Мана кунта питӗ интереслӗ. Ваттисем те, ҫамрӑксем те, ачасем те библиотекӑра хӑйсене килӗшекен вырӑн тупаҫҫӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *