Суббота, 7 сентября

Яланах халӑхпа пӗрле

Яланах халӑхпа пӗрле

«Единая Россия» партин Чӑваш регионӗнчи уйрӑмӗн 34-мӗш конференцийӗ умӗн пирӗн округри уйрӑмӑн членӗсем пуҫтарӑнса калаҫрӗҫ. Кӑҫал пурнӑҫланӑ ӗҫсене тишкерсе тухса малашнехи тӗллевсене палӑртрӗҫ.

Кӑҫалхи декабрӗн 1-мӗшӗ тӗлне «Единая Россия» партин вырӑнти уйрӑмӗнче 1216 парти членӗ шутланать. Кӑҫал ҫеҫ тата 145 граждан пирӗн рете тӑчӗ.

Парти членӗсем В.Путин Президент ҫирӗплетнӗ ҫулпа суйлавҫӑсен наказӗсене пурнӑҫлас тӗллев-пе Халӑх программипе ӗҫлеҫҫӗ. «Единая Россия» социаллӑ объектсем тӑвас енӗпе палӑртнӑ проектсене хута ярас тӗлӗшпе тӑрӑшать. Вӗсенчен паллӑраххисем: «Городская среда», «Новая школа», «Культура малой Родины», «Здоровье будущее», «Безопасные дороги», «Детский спорт» инфраструктура проекчӗсем. Вӗсене пурнӑҫласа федераллӑ бюджетран ҫӗнӗ шкулсемпе ача сачӗсем, парксемпе скверсем, ҫулсем тума, спорт плошадкисемпе ҫуртсен таврашӗсенчи картишсене, ялсенчи культура ҫурчӗсене юсаса хӑтлӑлатма укҫа-тенкӗ уйӑраҫҫӗ.

Чӑваш Енре пурӗ партин 23 проектне ӗҫе кӗртес тесе тӑрӑшаҫҫӗ. Малтанхисем  ҫумне тата «Женское движение Единой России», «Моя карьера с Единой Россией» пӗлтерӗшлӗ проектсем хутшӑнчӗҫ.

Кӑҫалхи ҫул округра  пурӑнмалли ҫурт-йӗр программипе 6 ҫамрӑк ҫемьене, ялта ӗҫлесе пурӑнакан 1 ҫемьене, 1 тӑлӑх ачана свидетельствӑсем, пилӗк е ытларах ачаллӑ 2 ҫемьене, ултӑ е ытларах ачаллӑ 3 ҫемьене сертификатсем панӑ. Нумай ачаллӑ ҫемьесене ҫӗр лаптӑкӗсемпе тивӗҫтерессине те  пурнӑҫласа пыраҫҫӗ.

Ялсен территорийӗсене комплекслӑ аталантармалли программӑпа килӗшӳллӗн 2023 ҫулта округра 54 проект 51,1 миллион тенкӗлӗх пурнӑҫланать.

«Городская среда» программӑпа Комсомольски ялӗн центрӗнче тирпейпе хӑтлӑх кӗртес ӗҫсене туллин вӗҫленӗ. Ҫавӑн  пекех нумай хутлӑ ҫуртсем патне пыракан ҫулсене, картишсене юсаса йӗркене кӗртнӗ.

Чӗчкен ялӗнче шыв кӗртес, Комсомольскинчи Солнечная урамра шыв скважини тӑвас ӗҫсене вӗҫленӗ, район центрӗнче шыв тасатмалли сооружени тумалли проект патшалӑх экспертизине кӗтет. Ҫак ӗҫсене пурне те халӑха ӗҫмелли пахалӑхлӑ шывпа тивӗҫтерес программӑпа пурнӑҫланӑ.

Хӑрушсӑр ҫул наци проекчӗпе округри тата ялсенчи ҫулсене пӑхса тӑрас, юсас енӗпе чылай тӑрӑшнӑ.

Хирти Явӑш вӑтам шкулӗнче  «Шанс» компанисен ушкӑнӗпе пӗрле агрошкул уҫни, Комсомольски 1-мӗш вӑтам шкулӗн территорине хӑтлӑх кӗртни «Ҫӗнӗ шкул» проектпа пулса пынӑ.

«Культура» наци проекчӗпе килӗшӳллӗн Комсомольскинчи тӗп библиотека никӗсӗ ҫинче тӗпрен юсаса этнобиблиотека уҫнӑ. Нӗркеҫри культура ҫуртне юсанӑ.

Округра пурӑнакансене спортпа туслашма, сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыма хавхалантарас  тӗлӗшпе те чылай ӗҫ тунӑ. Округ центрӗнчи «Кӗтне» физкультурӑпа спорт комплексӗ ҫумӗнчи футбол уйне туса пӗтернӗ, Кӗҫӗн Ҫӗрпӳел ялӗнче спортзала юсанӑ, унтах спорт площадки тунӑ.

«Сывлӑх» наци проекчӗпе кӑҫал округ территорийӗнчи Тутар Шурут тата Ҫӗнӗ Сӗнтӗр ялӗсенче фельдшерпа акушер пункчӗсен ҫӗнӗ ҫурчӗсем хута кайрӗҫ.

Пирӗн округ ял хуҫалӑхӗпе тачӑ ҫыхӑннӑ. Фермерсене тата ялти кооперацие аталанма пулӑшас енӗпе ӗҫлекен федераллӑ проектпа кӑҫалхи май уйӑхӗнче округри 9 ҫамрӑк фермер конкурс витӗр тухса «Агростартап» гранчӗсене тивӗҫрӗҫ. Ҫавӑн пекех  2 фермер хуҫалӑхӗ ҫемье фермисене аталантармалли грантсемлӗ пулчӗҫ.

Пирӗн округ урлӑ М-12 трасса иртсе каять. Ку ҫул округӑн социаллӑ-экономикӑлла аталанӑвӗшӗн тата туризмшӑн пӗлтерӗшлӗ вырӑн пуласса шанма май пур.

Партин хастарӗсемпе депутачӗсем округри ыркӑмӑллӑх ӗҫне те кӑмӑлтан хутшӑнаҫҫӗ. «Подарок ветерану», «Коробка храбрости», «Елка желаний», «Спасибо врачам», «Шоколад детям», «Дорога к школе» тата ытти акцисенче пуҫарулӑх кӑтартаҫҫӗ.

«Аслӑ ӑру» парти проекчӗпе те тӑтӑшах мероприятисем йӗркелесе ирттеретпӗр.

Пирӗн тӗллев — халӑха пурӑнма, ӗҫлеме, канма кирлӗ те хӑтлӑ условисем туса парасси. Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗпе, правительствипе, Патшалӑх Канашӗнчи тата муниципаллӑ округ депутачӗсен Пухӑвӗнчи «Единая Россия» парти фракцийӗн депутачӗсемпе пӗрле парти членӗсем малашне те ҫак енӗпе ҫине тӑрса тӑрӑшӗҫ.

Людмила  Макарова,

«Единая Россия» партин округри уйрӑмӗн ӗҫ тӑвакан секретарӗ. 

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *