Суббота, 7 сентября

Сивӗ кунсенче асӑрхануллӑрах пулмалла

Сивӗ кунсенче асӑрхануллӑрах пулмалла

Вут-ҫулӑм сиксе тухасран асӑрханас ыйтупа  прфилактика ӗҫӗсем  ҫулталӑк тӑршшӗпех туса пыратпӑр. Пушар кирек хӑш вӑхӑтра та сиксе тухма пултарать. Анчах та сивӗ вӑхӑтра, хӗлле тата типӗ те шӑрӑх кунсенче, ҫулла ытларах  вут-кӑвар алхасать.

Электрооборудованисемпе, кӑмакасемпе усӑ курнӑ чухне хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑхӑнмалли ҫинчен хаҫат урлӑ та, пухусенче те тӑтӑшах калаҫатпӑр. Шкулсенче пулса ачасене шӑрпӑк вылямалли тетте марри ҫинчен аса илтеретпӗр. Ялсенчи ҫуртсенче те пулса вӗсем пушар хӑрушсӑрлӑхӗ енчен мӗнле лару-тӑрура пулнине тӗрӗслетпӗр. Пӗччен пурӑнакан ватӑсем, ӑнӑҫсӑр ҫемьесем, нумай ачаллӑ ҫемьесем пурӑнакан пӳртсем ҫине уйрӑмах тимлӗх уйӑратпӑр. Апла пулин те округ территорийӗнче инкексем пулаҫҫӗ-ха.

Кӑҫалхи 11 уйӑхра эпир  пӑхса тӑракан территорире 30 хутчен вут-ҫулӑм сиксе тухнӑ. Ку вӑл пӗлтӗрхи ҫак вӑхӑтринчен 2 пушар ытларах. Иртнӗ ҫулхинчен нумайрах  инкек Аслӑ Ҫӗрпӳел, Кайнлӑк территори уйрӑмӗ- сенче пулни  палӑрать.

Кӑҫалхи кӑтартусем вут-ҫулӑм ытларах уйрӑм ҫынсен ҫурчӗсемпе хуралтисенче  алхаснӑ. Ку пурне те тимлӗрех пулмаллине ҫирӗплетет.

Хӗллехи кунсенче пыратпӑр. Ҫанталӑк сивӗтет. Кун пек чухне хутса ӑшӑтмалли оборудованисене пӗтӗм вӑйӗпе ӗҫлеттерме тӑрӑшатпӑр. Хӑрушсӑрлӑх правилисене пӑртак пӑсни те тепӗр чухне пысӑк инкек патне илсе ҫитерме пултарать. Ҫавӑнпа та асӑрхануллӑрах пулӑр.

Иван Ананьев,

31-мӗш пушар чаҫӗн начальникӗ.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *