Тавтапуҫ, вӗрентекенӗм,
Халиччен ҫӗршер ҫынна
Эс ҫунат парса ҫӗкленӗ
Пирӗнтен хисеп сана.
Вениамин Тимаков.
Кашни ҫыннӑнах пурнӑҫри малтанхи утӑмӗсем учитель ячӗпе ҫыхӑннӑ. Вӑл ӑс пани, тимлесе ӑнлантарни яланлӑхах пирӗн асӑмра. Унӑн сывлӑм пек таса, чӗререн каланӑ сӑмахӗсем кирлӗ вӑхӑтра хавхалантараҫҫӗ, синкерлӗхре чӗрӗ вӑй кӗртеҫҫӗ, ҫунат хушаҫҫӗ. Ҫиччӗре-и эсӗ, е алла пуснӑ — ҫав-ҫавах чӗрӳнте учителӗн ырӑ сӑнарне упратӑн вӑл каланӑ кӑвар пек хӗрӳллӗ сӑмахӑн ӑшшине туятӑн. Вӗрентекен кирек хӑҫан та хисеплӗ, ыттисенчен ҫӳллӗрех картлашкара тӑракан ҫын. Ахальтен мар-тӑр Раҫҫей Президенчӗ учителӗн ӗҫне пысӑка хурса 2023 ҫула Вӗрентекен тата наставник ҫулӗ тесе палӑртрӗ.
Вӗрентекен ҫулталӑкӗ педагог профессийӗн тата шкулӑн ят-сумне ӳстерме тивӗҫлӗ. Кашни ҫыннӑн кун-ҫулӗнче вӗрентекен пӗлтерӗшлӗ вырӑн йышӑнать. Учитель ӗҫне тивӗҫлӗ хак пама тахҫанах вӑхӑт. Пирӗн хушӑмӑрта вӗрентӳпе воспитани ӗҫне пысӑк тӳпе хывнӑ пултаруллӑ ҫынсем сахал мар. Вӗсем анлӑ тавра курӑмӗпе, пуҫарулӑхӗпе тата тӗрлӗ енлӗ ӑсталӑхӗпе вӗренекенсемшӗн тӗслӗх пулса тӑраҫҫӗ. Вӗсенче ҫынлӑхӑн кивелми хаклавӗсем ӗмӗрлӗх тасан упраннине тӳрех куратӑн.
Хайӗн профессине чунтан парӑннӑ, иксӗлми вӑй-хӑватлӑ, чӑн-чӑн педагогсенчен пӗри — чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекен Надежда Георгиевна Боровкова.
Вӑл хамӑр районти Хирти Выҫли ялӗнче ҫуралнӑ. Хирти Явӑшри вӑтам шкула вӗренсе тухса алла аттестат илсен Надежда Шупашкарти Чӑваш патшалӑх университетне историпе филологи факультечӗн чӑваш чӗлхипе литератури уйрӑмне вӗренме кӗрет. Унта вӑл пилӗк ҫул ӑс пухать. «Чӑваш чӗлхипе литератури урокӗсем мана питӗ килӗ-шетчӗҫ, ҫавӑнпа та ҫак факультета кӗрес туртӑм ҫуралчӗ те. Уйрӑмах хама шкулта вӗрентнӗ учителе, Нина Александровна Черновӑна, тав сӑмахӗ калас килет. Вӑл шкулти чи вӑйлӑ вӗрентекенсенчен пӗри пулнӑ», — палӑртать Надежда Георгиевна.
Алла диплом илсен пултаруллӑ ҫамрӑк специалиста тӑван тӑрӑха, Дубовкӑри 8 ҫул вӗренмелли шкула чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентме яраҫҫӗ. Ӗҫе пӗрремӗш кунранах чунтан парӑнса кӳлӗнет. Хӑйӗн предметне лайӑх пӗлнӗрен, ачасене уроксене тӗплӗ ӑнлантарнӑран шкул ачисен юратнӑ учителӗ пулса тӑрать, вӗсемпе пӗр чӗлхе тупать.
Ӗҫре ӳсӗмсем тӑвасси коллективпа килӗштерсе ӗҫленинчен килет тесе ҫирӗплетсех калать вӗрентекен. Кӑмӑллӑ ӗҫтешӗсем хушшинче яланах хаваслӑ, Дубовка шкулӗнче пуян чун-чӗреллӗ ҫынсем тӑрӑшнине пӗрре мар асӑнать вӑл. Хӑйӗн наставникӗсене, ӗҫ опытне пуянлатма пулӑшнӑ ӗҫтешӗсене — Е.С.Совинӑна, Е.К.Копташкинӑна, Н.Я.Медведевӑна, Р.А.Удинӑна, Г.В.Удина, Р.Я.Белобаевӑна, Е.С.Дьяконовӑна, И.А.Платоновӑна вӗрентекен мала хурать, ырӑпа асӑнать.
Шкул — паянхи кунпа ыранхи вӑхӑта пӗрлештерекен кӗпер. Мӗн чухлӗ чӑтӑм, хавал, вӑй кирлӗ учителе. Унӑн ӗҫӗ ҫӑмӑл маррине пурте пӗлеҫҫӗ. Ӗҫ кунӗ те виҫесӗр, уроксем хыҫҫӑн — тӗрлӗ мероприяти, ачасене уяв-конкурса хатӗрленме пулӑшмалла, кабинет сӑн-сӑпачӗшӗн те учителех яваплӑ, тӗрӗслемелли тетрадьсем купипе, тепӗр урока хатӗрленмелле, пӗлӗве ӳстерес тӗллевпе вӑхӑтра курс та тухмалла, конференци итлемелле, шкултан тухсан хуҫалӑх ӗҫӗпе ӗҫлемелле, ҫав вӑхӑтрах ҫемье валли те чун ӑшшине хӑвармалла.
Надежда Георгиевна урокӗсем ачасемшӗн яланах кӑсӑклӑ та тарӑн шухӑшлӑ. Чӑннипех ырӑ кӑмӑллӑ, ҫивӗч, ӑслӑ, талантлӑ ҫын. Кирек хӑш ӳсӗмри шкул ачисемпе те пӗр чӗлхе тупма пултарать. Ҫут ҫанталӑк вӗрентекене ырӑ енсене ҫеҫ пани ачасене воспитани парас енре те уҫҫӑн палӑрса тӑрать.
Вӑл хӑйӗн вӗренекенӗсем хастар та сапӑр чун-чӗреллӗ ҫынсем пулччӑр тесе ырми-канми тӑрӑшса пысӑк хисепе тивӗҫрӗ. «Хама ҫав тери телейлӗ ҫын тесе шутлатӑп, мӗншӗн тесен ҫӗр ҫынран пӗри те пулин вӗрентекен ҫул-йӗрне суйласа илчӗ пулсассӑн, ку — пысӑк телей» — савӑнӑҫлӑн пӗлтерет Н.Г.Боровкова.
Вӑл ӑс панӑ ачасем шкул пӗтернӗ хыҫҫӑн тӗрлӗ професси суйласа илчӗҫ. Вӗсем хушшинче чӑваш уйрӑмне вӗренме кӗрекенсем те пулчӗҫ. Эпӗ шкула таврӑнасшӑн, хамӑн юратнӑ учитель вырӑнӗнче пуласшӑн, доска умне тӑрса ачасен чӗринче вут чӗртесшӗн пултӑм. Манӑн ӗмӗт пурнӑҫа кӗчӗ. Акӑ халӗ эпӗ доска умӗнче, ачасен куҫӗнчен пӑхатӑп та урӑх професси мана пачах кирлӗ маррине ӑнланатӑп. Кашни ача куҫ умӗнче ӑслӑланса, аталанса чунпа пуянланса пынине курса тӑма, сӑнаса пыма мӗн тери ырӑ… Шкултан вӗренсе тухса каякансене пил-пехил, ырӑ сӗнӳ пама мӗн тери пӑлхануллӑ, вӗсене пурнӑҫ ҫулӗ ҫине тӗрӗс-тӗкел кӑларса яма мӗн тери савӑнӑҫлӑ, хумхануллӑ. Учителӗн чун-чӗринче мӗн пысӑкӑш юрату туйӑмӗ вырнаҫнине эпӗ хамӑн вӗрентекен, наставник — Надежда Георгиевна Боровкова витӗр курса ӑнлантӑм. Ҫирӗп пӗлӳ панишӗн, тӑрӑшнишӗн, чӑтӑмлӑхӑршӑн, пулӑшнӑшӑн тата ӑнланнӑшӑн сире пур ача та асра тытать, тав тӑвать, уйрӑмах эпӗ. Сире пысӑк телей, хисеп, ҫирӗп сывлӑх сунатӑп.
Шалта тапса тӑракан иксӗлми хӑватлӑ ҫын Надежда Георгиевна Боровкова интернет-олимпиадӑсене, районти уҫӑ уроксен фестивалӗсене, тӗрлӗ конкурссене те питӗ хастар хутшӑнать, малти вырӑнсене илме тивӗҫ пулать, районта тата республикӑра тухса тӑракан хаҫатсемпе те тачӑ ҫыхӑну тытма ӗлкӗрет. Ҫавӑнпа та Тав хучӗсемпе Хисеп грамотисен шучӗ нумай. Вӗсем хушшинче Чӑваш Республикин вӗренӳ тата ҫамрӑксен политикин министрӗ панӑ Хисеп грамоти уйрӑмах пысӑк пӗлтерӗшлӗ. Шкул ачисене тӗрӗс воспитани тата тарӑн пӗлӳ парассишӗн 36 ҫул тӑрӑшнӑ Н.Г.Боровкова.
2007—2015 ҫулсенче вӑл Комсомольски 2-мӗш вӑтам шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентет. Унта та хӑй юратнӑ ӗҫе чун-чӗре хавалӗпе пурнӑҫласа пырать.
Тивӗҫлӗ канӑва тухрӗ пулин те алӑ усса лармасть хисеплӗ вӗрентекенӗм, тӑван ялӗнчи библиотекӑпа тачӑ ҫыхӑну тытать, тӗрлӗ тӗл пулусене, уявсене, конференцисене хутшӑнать, район хаҫатне заметкӑсемпе статьясем ҫырать.
Надежда Георгиевна — ялти хисеплӗ ҫынсенчен пӗри. Вӑл — пуян опытлӑ, пысӑк пӗлӳллӗ ӑста педагог. Ҫакӑн пек тӗлӗнмелле пултаруллӑ вӗрентекен пирӗн районта пурришӗн, Дубовкӑри шкулта ӗҫленӗшӗн, мана вӗрентнӗшӗн эпӗ мухтанатӑп, савӑнатӑп. Эпир, вӗренекенӗсем, ун умӗнче пуҫа таятпӑр.
Светлана Петрушкина (Деменкова),
Раҫҫей Федерацийӗн Пӗтӗмӗшле вӗренӗвӗн хисеплӗ ӗҫченӗ,
чӑваш чӗлхипе литература вӗрентекенӗ.