Организм юнра глюкоза (сахӑр) виҫине кирлӗ шайра тытса тӑма пултараймасан сахӑр диабечӗ аталанма пуҫлать. Сывлӑхлӑ ҫынра ку япалана инсулин гормонӗ йӗркелесе пырать. Ӑна хырӑмлӑхай парӗн (поджелудочная железа) ятарлӑ клеткисем кӑларса тӑраҫҫӗ. Сахӑр диабечӗпе чирлисен организмӗ кирлӗ чухлӗ инсулин кӑлараймасть е унпа ҫителӗклӗ таран усӑ кураймасть.
Юнра глюкоза виҫи кирлӗ шая ҫитеймест пулсан куҫсене, пӳресене, урасене (уйрӑмах тупанне), чӗрене, юн ҫаврӑнӑшне, нерв системине сиен кӳме пултарать. Ҫавӑнпа та сахӑр диабетӗнчен сипленӗ чухне юнри глюкоза виҫине кирлӗ шайра тытса тӑма пулӑшни пысӑк пӗлтерӗшлӗ.
Сахӑр диабечӗпе чирлисен инсульт, инфаркт пулас хӑрушлӑх пысӑк. Юнра глюкоза виҫи ӳсни нерв клеткисене тӑрантаракан юн сосучӗсене, нерв пайӑркисене (волокна) сиенлет. Ҫакӑ ура тупанӗсен чирӗ патне те илсе ҫитерме пултарать. Гюкоза шайӗ пысӑк пулни куҫа та витӗм кӳме, суккӑрланасси патне те илсе ҫитерес хӑрушлӑх пур. Вӗтӗ юн тымарӗсене сиенлесси пӗчӗккӗн пулса пырать, ҫавӑнпа та ӑна асӑрхаса ӗлкӗрме те йывӑр. Куҫсене ҫулталӑкра пӗрре тухтӑр патӗнче тӗрӗслеттермелле.
Юнӑн вӗтӗ тымарӗсем пӳрере сиенленни вӗсен ӗҫлес вӑйне чакарать. Чире малтанхи тапхӑртах тупса палӑртни пӳресене вӑхӑтра сиплеме май парӗ. Кун пек чухне ҫулталӑкра пӗр хутчен те пулин шӑка микроальбуминури анализӗ тутармалла.
Ҫӑварти лӑймака сийӗ сиенленни шӑмӑсене тата шӑл тунине кирлӗ япаласем ҫителӗклӗ таран парса тӑрассине чакарать. Юнра глюкоза шайӗ пысӑк пулни ҫӑварта тӗрлӗ микроорганизма аталанма пулӑшать. Ку кариес, шӑл тунин чирӗсем патне илсе пыма пултарать. Сахӑр диабечӗн чирӗпе аптракансене стоматолог патӗнче ҫур ҫулта — ҫулталӑкра пӗрре пулма сӗнетпӗр.
Ку чирпе аптракан арҫынсен эрекци енӗпе те проблемӑсем пулма пултараҫҫӗ. Сирӗн вӑхӑтра андролог е уролог патне каймалла, ҫакна сиплеме май пур.
Клиника тӗпчевӗсем юнри глюкоза виҫине кирлӗ шайра тытса тӑни чире малалла аталанасран чарса тӑма май парать. Сиплекен тухтӑр каланисене пӑхӑнмалла, мӗншӗн тесен ку чирпе аптракансене юн пусӑмӗ пысӑк пулни те, холестерин шайӗ те витӗм кӳрет.
Сахӑр диабечӗн чирӗпе аптракансен эндокринолог тата диабетолог патӗнче пулнипе пӗрлех нефролог, офтальмолог, кардиолог, хирург, уролог (андролог) патӗнче те тӗрӗсленмелле.
Тӗплӗнрех «Диабовед.РФ» сайта кӗрсе те кирлӗ информаципе паллашма май пур.
Валентина Федорова,
эндокринолог.