Суббота, 7 сентября

Соцконтракт урлӑ чечек лавкки уҫнӑ

Этемӗн кун-ҫулӗнче темӗнле лару-тӑру та пулать. Тепӗр чухне ҫыннӑн пурнӑҫа пач улӑштарас кӑмӑл-туйӑм ҫуралать, малтанхи ӗҫ тивӗҫтерми пулать.

Людмила Шалинапа та ҫавах пулса иртнӗ. Вӑл экономист специальноҫӗ илнӗ тата унччен склад заведующийӗнче ӗҫленӗ. Икӗ ача ҫуратнӑ хыҫҫӑн унӑн пурнӑҫне тӗпрен урӑхлатас, хӑйӗн хоббине тупӑш илмелли ҫӑлкуҫ туса хурас шухӑш ҫуралнӑ. Ҫемйин тупӑшӗ пысӑк пулманран Людмила Комсомольскинчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центра ҫитнӗ. Кунта ӑна карьера консультанчӗ сахал тупӑшлӑ граждансене социаллӑ контракта тӗпе хурса пулӑшмалли тата ӗҫе вырнаҫтармалли программа пурри ҫинчен каласа панӑ. Кунсӑр пуҫне, пурнӑҫри лару-тӑрӑва — шкул ҫулне ҫитмен ачасемлӗ хӗрарӑм пулнине тӗпе хурса — пулӑшу комплексне сӗннӗ. Кунта профориентаци тесчӗсем, уйрӑм карьера планӗ, «Флористика» программӑпа вӗрентесси тата социаллӑ контракт тума бизнес-план хатӗрлесе ӑна хӳтӗлеме пулӑшасси, ытти те кӗнӗ.

«Социаллӑ контракт тума бизнес-плана хӳтӗленӗ хыҫҫӑн кӑҫалхи сентябрь уйӑхӗнче илнӗ 350 пин тенкӗпе кирлӗ оборудовани туянтӑм. ,ҫпе тивӗҫтерекен центрта программӑна хутшӑнмалли условисене ӑнлантарса пачӗҫ. Мана пулӑшнӑшӑн тата бизнесра хамӑн вырӑна тупмалли  ҫул-йӗре кӑтартнӑшӑн ӗҫпе тивӗҫтерекен центр ӗҫченӗсене, карьера консультантне чӗререн тав тӑватӑп», — каласа парать Людмила.

Кӑҫал Комсомольски округӗнчи ӗҫпе тивӗҫтерекен центра кирлӗ професси илес шутпа ӗҫсӗр юлнӑ 22 ҫын пынӑ. Вӗренсе пӗтерсен 4-шӗ предпринимательствӑпа ӗҫлеме тытӑннӑ, 10-шӗ ӗҫе ӑнӑҫлӑ вырнаҫнӑ, ыттисен ӗҫ суйласси малалла пырать.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *