Суббота, 7 сентября

Паттӑр парттине уҫнӑ

Октябрӗн 27-мӗшӗнче Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче Украина территорийӗнче ятарлӑ ҫар операцийӗнче ҫар задачине пурнӑҫланӑ чух пуҫне хунӑ Александр Данилова асӑнса Паттӑр парттине уҫнӑ.

Мероприятие округ администраци пуҫлӑхӗн социаллӑ ыйтусемпе ӗҫлекен ҫумӗ Наталия Комиссарова, Кайнлӑк территори уйрӑмӗн начальникӗ Альберт Кузьмин, Комсомольски тата Елчӗк округӗсен ҫар комиссарӗ Сергей Данилов, шкул директорӗ Александр Можаев, ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, шкул ачисемпе педагогсем хутшӑннӑ.

Паттӑр партти хушшине чи лайӑх вӗренекенсем ларма тивӗҫӗҫ. 

Александрпа пӗрле вӗреннисем, ӗҫленисем, службӑра тӑнисем пурте ӑна ырӑпа аса илнӗ. Саша йӗркеллӗ те тӳрӗ кӑмӑллӑ юлташ пулнине, унӑн пысӑк профессионаллӑхне, тӳрӗ кӑмӑллӑхне тата ҫынсемпе яланах тимлӗ пулнине палӑртнӑ. Хирти Мӑнтӑр вӑтам шкулӗнче вӗреннӗ ҫулсенче Александр Данилов хӑйне лайӑх енчен ҫеҫ кӑтартнӑ, дисциплинӑна пӑхӑнакан, тирпейлӗ, итлекен вӗренекен пулнӑ. Шкулти обществӑпа спорт пурнӑҫне хастар хутшӑннӑ. Тантӑшӗсемпе ҫамрӑксем хушшинче хисеп ҫӗнсе илнӗ.

Шкул пӗтерсен каччӑ Шупашкарти строительство техникумне вӗренме кӗнӗ. Салтак ячӗ тухсан 2012 ҫулхи ноябрӗн 14-мӗшӗнчен пуҫласа 2013 ҫулхи ноябрӗн 13-мӗшӗччен РФ Хӗҫ-пӑшаллӑ вӑйӗсен ретӗнче хӗсметре тӑнӑ.  Служба иртнӗ вӑхӑтра Мускав хулинчи ҫар парадне хутшӑннӑ.

Ҫартан таврӑнсан Шупашкарти строительство техникумӗнче пӗлӗвне малалла тӑснӑ.

2022 ҫулхи август уйӑхӗн вӗҫӗнче Украинӑри ятарлӑ ҫар операцине хутшӑнмашкӑн хӑй ирӗкӗпе кайнӑ. Шел пулин те, ҫамрӑкӑн пурнӑҫӗ вӑхӑтсӑр татӑлнӑ. Унӑн ырӑ ячӗ ӗмӗрех тӑванӗсен, тус-юлташӗн, ял-йышӑн чӗрисенче упранӗ.

Л.ГЕОРГИЕВА.

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *