Понедельник, 16 сентября

Асӑну кунне хутшӑннӑ

Асӑну кунне хутшӑннӑ

2023 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тума пуҫланӑранпа 82 ҫул ҫитрӗ.

Оборона чиккисене республикӑра 1941 ҫулхи октябрӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа 1942 ҫулхи январӗн 21-мӗшӗччен тунӑ. Хӳтӗлев сооруженийӗсене тума 200 000 яхӑн ҫын хутшӑннӑ — ку вӑл вӑрҫӑ пуҫламӑшӗ тӗлне республикӑри ӗҫлеме пултаракан халӑхӑн виҫҫӗмӗш пайӗ. Пӗтӗмӗшле чикӗ тӑршшӗ 380 ҫухрӑмпа танлашнӑ. Унта куллен 85 пинрен пуҫласа 110 пин ҫын таран тӑрӑшнӑ, алӑ вӑйӗпе пурӗ 5 млн кубла метр тӑпра кӑларнӑ.

2022 ҫулхи юпа уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа кашни ҫулах Чӑваш Енре Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансене асӑнмалли кун тесе палӑртнӑ. Аса илтеретпӗр, ҫак асӑну дати пирки калакан Указа Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Олег Николаев 2021 ҫулхи раштав уйӑхӗнче алӑ пуснӑ.

Иртнӗ шӑматкун Куславкка муниципаллӑ округӗнче Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен Асӑну кунне халалланӑ мероприятисем пулнӑ.

Комсомольски муниципаллӑ округӗн делегацийӗ Николай Раськин ертсе пынипе Сӑр тата Хусан хӳтӗлев чиккисене тӑвакансен Асӑну музейне уҫнӑ ҫӗре тата митинг-реквиема хутшӑннӑ, Ӗмӗрхи ҫулӑм патне, пирӗн район стели ҫине чӗрӗ чечексем  хунӑ.

(ХАМӐР ИНФ.).

Добавить комментарий

Ваш адрес email не будет опубликован. Обязательные поля помечены *